Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçлă аталанать

Ăнăçлă аталанать

Чăваш Енре «Демографи» наци проекчĕ ăнăçлă аталанса пырать.

Çакăн пирки РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин терапи тата пĕтĕмĕшле врач практикин штатра тăман специалисчĕ, Раççей академи наукисен член-корреспонденчĕ Оксана Драпкина профессор та палăртнă:

— Халăх сывлăхне çирĕплетес тесен çĕршывăн экономикăпа социаллă аталанăвне çирĕплетес услови малти вырăнта тăрать. Çавна май обществăран кăна мар, тĕрлĕ шайри власть органĕсенчен те пысăк тимлĕх кирлĕ. Эпĕ уйрăмах Чăваш Республикине палăртса хăваратăп, кунта табака хирĕç кĕрешсе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Росстат çулсерен ирттерекен мониторинг тăрăх Чăваш Енре сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен йышĕ ỹссех пырать, халăх шайне пăхсан — 24,7 процентпа танлашать.

Пĕлсе тăма: Росстатăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем 12 процент шутланаççĕ. 2021 çулхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх Чăваш Ен сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен рейтингĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.

Калас пулать, республикăра обществăн сывлăхне çирĕплетсе кашни муниципалитетрах регионти проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code