Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăххисене палăртĕç

Лайăххисене палăртĕç

Сентябрĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта туризм енĕпе наци премийĕн конкурсĕн финалĕ иртет.

Унта Атăлçи тата Урал округĕсенчи 17 регионтан 210 проект тăратнă. Вĕсен йышĕнче республика проекчĕсем те пур. «Спорт сферинчи чи лайăх туризм пулăмĕ» номинацире скандинави мелĕпе утакансен фестивальне хаклĕç, истори енĕпе – «Атăлçи чикки» фестиваль, экскурси йĕркелекенсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ, «Ача-пăча туризмĕ» номинацире – шкул çулне çитменнисен парачĕ, «Хĕл Мучи патĕнче – хăнара» уяв тата ытти те.

Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр çак конкурсра Шупашкар хули Пĕтĕм Раççейри «Раççей тĕрекĕсем» фестиваль ирттернĕшĕн «Чи лайăх туризм пулăмĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code