Çук, пĕрре те кулянмастăп
Ватлăх çитсе пынăран.
Чунпала вĕт ватăлмастăп
Пурнăçпа тан утнăран.
Мул çуккишĕн хурланмастăп
Вăй хумасăр пурăнман.
Пур кăмăлтан савăнатăп
Чунпа пуян пулнăран.
Чĕвĕл-чĕвĕл сăмахлаççĕ
Чун юратнă мăнуксем.
Хамăра сума сăваççĕ
Ытарайми ачасем.
Килĕштерсе пурăнатпăр
Тус-тăвансемпе ялан.
Кĕреке юрри юрлатпăр
Хăна-вĕрле пухăнсан.
Çук, пĕрре те кулянмастăп
Çул хушăнса пынăран.
Çỹлти Турра тав тăватăп
Ырлăх-сывлăх панăран.
Мария ПЕТРОВСКАЯ.

