Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Журналистика аксакалĕ

Журналистика аксакалĕ

Лаш Таяпа территори пайĕнче журналистика облаçĕнче палăрнисем йышлă. Аслă ăру представителĕсем — Александр Дмитриев, Петр Сидоров, Григорий Дмитриев, Петр Комиссаров, Георгий Рахмуллин район тата республика хаçачĕсемпе тачă çыхăну тытнă, хăшĕ-пĕри кĕнеке те кăларнă. Аслисен ăсталăхĕнчен вĕренсе çĕнĕ ăру та сăмахлăх уйĕнче паллă йĕр хăварма ĕлкĕрчĕ. Паян вĕсем — ятлă-сумлă, журналистикăри тĕрлĕ премисен лауреачĕсем, нумай кĕнеке авторĕсем: Петр Сидоров-Лаштай, Валерий Комиссаров, Надежда Смирнова, Владислав Николаев.

Сăмахăма малалла Валерий Петрович çине куçарас килет. Çапла тума пысăк сăлтав пур: мартăн 14-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарать.

Юбиляр Яманчỹрел ялĕнчен. «Колхоз ялавĕ» (халĕ — «Елчĕк ен»), «Пионер сасси» («Тантăш») хаçатсене заметкăсем çырма вăтам класра вĕреннĕ чухне пуçланă. Кунта ĕнтĕ «Елчĕк ен», «Комсомольская правда» хаçатсемпе те çыхăну тытнă ашшĕн витĕмĕ те пулнах.

Çамрăка Лаш Таяпари вăтам шкула, ун хыççăн Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне пĕтерсен тỹрех «Коммунизм ялавĕ» (халĕ — «Хыпар») хаçат редакцине корреспондент пулса ĕçлеме илеççĕ. Тăхăр çул хушшинче опыт та самаях пухăнать, çавна май ăна Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн правленийĕн яваплă секретарьне çирĕплетеççĕ. 1992 çултан вара (2005 çултан — обществăлла майпа) мĕн паянччен — председатель.

Валерий Петровичăн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш кĕнеке издательствипе (2005-2018) çыхăннă. Директор нумай проект ертỹçи, кĕнеке пухса хатĕрлекен. Çавсенчен хăшне-пĕрне çеç асăнса хăварар: «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству» (1997-2015), «Журналисты Чувашии» (2005), «Городские и районные газеты Чувашии». Малтанхи вун тăхăр çул пĕрешкел ятпа, анчах кашнинчех пач çĕнĕ содержанипе, сăн ỹкерчĕксемпе пичетленсе тухнă издани хăнасемшĕн, туристсемшĕн питĕ паха парне. Хăйĕн пекех сăмахлăхра сумлă ĕçсемпе палăрнă ĕçтешĕсемпе пĕрле 600 яхăн страницăран тăракан «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» (2014) издание те палăртмалла. 1996 çултанпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче тăрăшакан доцент вунă ытла ăслăлăх ĕçĕсен авторĕ те.

Валерий Комиссаров — СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ (1980), РФ Журналистсен пĕрлĕхĕн Федераци Канашĕн членĕ (1991), Раççейри кĕнеке кăларакансен Ассоциацийĕн правленийĕн членĕ, Раççейри Журналистсен союзĕн виçĕ хут, республикăри С.Элкер тата Н.Никольский ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Чăваш Республикин (1997) тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2011). Ăна пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Меценаты столетия» Ыркăмăллăх фончĕн «Честь и Польза» медалĕпе, «За заслуги перед профессиональным сообществом» (2007) хисеп паллипе, РФ пичет, радио тата массăллă коммуникацисен хатĕрĕсен министерствин (2002), ЧР Патшалăх Канашĕн (2000), Раççей Журналистсен союзĕн (1998) Хисеп грамотисемпе, ЧР Президенчĕн Тавĕпе (2006) чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code