Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Савăнăç парнелекенсем – ачасем

Савăнăç парнелекенсем – ачасем

Чăннипех юрататăп эпĕ хамăн профессие. Çак çулсем хушшинче пĕрре те ăна суйласа илнĕшĕн ÿкĕнмен.

Воспитатель профессийĕ яланах чи сумлисен хушшинче. Унранах килет-çке ача малашне мĕнлерех пуласси. Пĕчĕкскерсем пирĕн çине шанса, ĕненсе, кирлĕ пулсан хÿтлĕх шыраса, юратса пăхаççĕ. Çакă мар-и вара пурнăçра чи кирли? Вĕсен ĕненĕвне сая ярас мар тесе воспитателĕн çанă тавăрсах тăрăшмалла, ачасемпе пĕрле хăйĕн те «ÿсмелле», вĕсен пурнăçĕпе пурăнмалла. 20 ре эсĕ е 50ра пулни чăрмав пулмалла мар, ачасемпе танах чупмалла, сикмелле, вылямалла тата юрламалла. Пурнăç калчисене хисеплемен тата юратман çын, паллах, ача садĕнче ĕçлеймест.

Ача-пăча хушшинче хуйха-суйха та, йывăрлăхсене те манатăн. Вĕсем пире вăй-хăват параççĕ, савăнăç парнелеççĕ. Эпир вара занятисенче ыррине усаллинчен, хитрелĕхе киревсĕрлĕхрен уйăрма вĕрентетпĕр. Ачасене çут çанталăк черченлĕхĕпе паллаштарни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шăпăрлансен кашни саманчĕ усăллă ирттĕр, ялан çĕннине пĕлччĕр тетпĕр.

Хамăр тавра курăмпа ăсталăха та куллен ÿстерсе районти, республикăри, Пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăнма тăрăшатпăр. 2009 çулта «Ача садне – сывлăха çирĕплетме» районти конкурсра çĕнтерсе республикăра «Чи лайăх воспитатель» ят илни те мана ĕçре хавхалантарса пычĕ. 2009 тата 2011 çулсенче шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинчи республикăри конкурсра Чăваш Республикин Президенчĕн укçан премине тивĕçрĕм. 2012, 2017 çулсенче районти «Чи лайăх воспитатель» конкурссене хутшăнтăм. Районти «Светофорик» смотр-конкурса хатĕрленсе шăпăрлансемпе нумай ĕçлерĕмĕр. Тăрăшни сая каймарĕ, пĕчĕкскерсене çул-йĕр правилисене вĕрентсе, ăна ашшĕ-амăшĕ умĕнче кăтартса та палăртăмăр.

Кăçал тата Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнтăм. Л.С.Выготский ячĕллĕ конкурса çĕршыври 3 пин педагог хутшăнчĕ. Эпĕ те 300 çĕнтерÿçĕ воспитатель йышне кĕнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм, 50 пин тенкĕлĕх премие илме тивĕç пултăм.

Е.АВЕРЬЯНОВА,
Курнавăш шкулĕнчи воспитатель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code