Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чунпа таса, йăваш пулар

Чунпа таса, йăваш пулар

Аслă Елчĕкре пурăнакансем паян ял уявне паллă тăваççĕ. Вăл тÿрремĕнех чиркÿ праçникĕпе çыхăннă. Шăп 115 çул каялла Аслă Елчĕкре ял çыннисем чун-чĕререн тăрăшнăран Христос Чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркĕве çĕклесе лартнă. Шел пулин те, паянхи кун тĕлне упранса юлайман вăл.

Аслă Елчĕк чиркĕвĕн праçникĕ – Иерусалимра Туррăн тупăкĕ вырăнĕнче Христос Чĕрĕлнĕ ятпа туса хунă чиркĕве çĕнетнине паллă тунипе çыхăннă уяв. Уявăн тепĕр ячĕ – «Воскресение словущее» /«Словущее» сăмахăн пĕлтерĕшĕ – Христос чĕрĕлнине мухтани/.

Çак кун Христос чĕрĕлнине мухтатпăр. Историне таврăнас пулсан çакă паллă. Çăлаканăмăр маларах палăртса хунă пулăмсем пĕрин хыççăн тепри пурнăçланса пынă. Иерусалима Рим çарĕсем çавăрса илнĕ. Вĕсем чиркÿсене аркатнă, хулана çунтарса янă. Кăштах вăхăт иртсен Адриан император 66-73-мĕш çулсенче иудейсем тĕп тунă Иерусалим хулине çĕнетме сăмах панă, ăна çĕклесе лартсан хăйĕн ятне панă. Суя тĕншĕн çунса тăракан император Христос Туррăмăр ятне мантарас тĕллевпе хулари Туррăн таса тупăкне тăпрапа тата чулпа хупăрласа унта тунката вырнаçтарнă. Иисус Христос хăйĕн хĕресне çĕклесе хăпарнă Голгофа вырăнĕнче Адриан язычество тĕнне ĕненекенсен храмне туса лартнă. Суя тĕне ĕненекенсем унта аскăн ĕçĕсем пурнăçланă. Çăлаканăмăр çуралнă Вифлеем хулинче те суя кĕлеткесене пуç çапма хистекен чиркÿ çĕклесе хунă.

Суя тĕнлисен вăхăчĕ иртсен 4-мĕш ĕмĕрте патшана апостолсемпе пĕр тан Константин /306-337/ ларнă. Пĕрремĕш император-христианин тĕн ĕненĕвне вĕрентнĕ, ăна саккунпа çирĕплетнĕ. Унăн амăшĕ – апостолсемпе пĕр тан Елена таса çĕрсенче пулса Христос çуралнă вырăна, Голгофăна, Чĕрĕлĕх паракан Хĕресе тата Туррăн Тупăкне тупнă. Чăн Тĕнĕн патши Елена ертсе пынипе Çăлаканăмăрăн пурнăçĕпе çыхăннă таса вырăнсенче – Вифлеемра, Елеон тăвĕсем çинче, Гефсиманире тата ытти çĕрте чиркÿсем çĕкленме пуçланă. Таса Елена Христос Чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркĕве хута яриччен пурăнайман, 327 çулта тепĕр тĕнчене куçнă.10 çул хушши çĕкленĕ чиркĕве 335 çулта сентябрĕн 26-мĕшĕнче хута янă.

Христос асапланса вилнĕ вырăнта Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркÿ хута кайни пысăк пулăм. Çак куна вара «чиркÿ çĕнелсе улшăннă» тесе ят панă.

Аслă Елчĕкре маларах уçнă чиркÿ упранса юлман пулсассăн та, халăхăн çирĕп ĕненĕвĕ паянхи кун та упранать. Иерусалимра çĕнĕрен çĕкленнĕ чиркÿ евĕр халăхăн пысăк тăрăшулăхне пула ялăмăрта та çĕнĕ чиркÿ çĕклесе лартма вăй çитертĕмĕр. Пурте пĕрле тăрăшса чăннипех те пысăк ĕçсем пурнăçларăмăр. Кăçал Мăнкун службине халăх ирĕкĕпе çĕкленекен чиркÿре ирттерме пултартăмăр. Кĕçех эпир те йăх-несĕлĕмĕрсем 115 çул каялла туйнă пысăк савăнăçа туйăпăр – çĕнĕ чиркĕве уçса сăваплăпăр.

Чиркÿ праçникĕпе Аслă Елчĕк ялĕн халăхне, ытти ялсенче пурăнакансене чун-чĕререн саламлатăп. Çак кун чунăмăр, ĕмĕрлĕх хаклавсем пирки шухăша путар. Константин тата Елена çветтуйсем пек чăн тĕншĕн тăрăшар. Май пур таран çÿрер чиркĕве, кĕлĕсенче тăрса чунăмăрсене тасатар, Туррăн сăмахĕсене, халалĕсене /божьи заповеди/ ăса хывар. Турă саккунĕ патшалăх саккунĕсене хирĕç каймасть. Ыррине анчах вĕрентет вăл: кашни çынна ырă, йăваш, таса пулма, теприне юратма, каçарма, айăпламасăр пурăнма. Хамăр ырă пулсан ыттисем те ырă çеç сунĕç пире, Турă та хăйĕн патшалăхне хапăлласа йышăнĕ. Кашни çыннах тăнăç пурнăç, мирлĕ тÿпе, çирĕп сывлăх, чун канăçлăхĕ тата хăвачĕ сунатăп. Турă сире пурнăçра, ĕçĕрте, кĕллĕрсенче пулăшса тăтăр.

Максим ПЕТРОВ протоиерей.
Аслă Елчĕк чиркĕвĕн настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code