Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пурнăç çулĕ» пулăшнă

«Пурнăç çулĕ» пулăшнă

2022 çул вĕçнелле Санкт-Петербургра пулса иртнĕ суд Ленинградри блокада вăхăтĕнче 1 млн та 93 пин çын вилнине, пурĕ 35,3 трлн тенкĕ тăкак тỹснине палăртнă. Çавăн пекех судья: «Блокадăна оккупаци çарĕсемпе Германи çарĕсем, вĕсен пулăшаканĕсем — Бельги, Итали, Испани, Нидерланды, Норвеги тата Финлянди территорийĕсенче йĕркеленнĕ хĕç-пăшаллă подразделенисем, çавăн пекех австриецсен, латышсен, поляксен, французсен тата чехсен уйрăм доброволецĕсем — 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен пурнăçланă», — тесе пĕлтернĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче чи трагедиллĕ пулăмсенчен пĕри вăл — Ленинград блокади. Паянхи кун блокадăра мĕн пулса иртнине аса илсе куç умне тăратма питĕ йывăр. Пирĕн, аслă ăрури çынсен тивĕçĕ — вăрçăри пулăмсем, унпа çыхăннă паттăрсен шăписем çинчен каланине сыхласа хăварса çитĕнекен ăру патне илсе çитересси пулмалла. Ленинграда фашистла Германи тата Финлянди салтакĕсем 1941 çулхи сентябрь пуçламăшĕнчех тапăнма тытăнса йĕри-тавра хупăрласа илнĕ. Хулара юлнă 3 миллиона яхăн çын тыткăнри пекех пурăннă, вĕсем çине кунĕн-çĕрĕн тупăсенчен пенĕ, самолетсенчен бомба тăкнă. Чи кăткăсси — салтаксемпе хула çыннисене апатлантарасси пулнă. Кунта апат-çимĕç сахал хатĕрленĕрен хăрушă выçлăх пуçланнă. 1941 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнчен çăкăра карточкăсемпе кунне рабочисене 600 грамм, ыттисене 300-400 грамм пама пуçланă, уйăхсерен чакарса пырса ноябрьте рабочисене — 250 грамм, ытти çынсене 125 грамм çеç уйăрнă.

Пысăк хуйхă кашни çемьене пырса тивнĕ, хăшĕсен ашшĕ-амăшĕсен куçĕ умĕнчех ывăлĕсемпе хĕрĕсем вилнĕ, теприсен ачисем тăлăха юлнă. Кунсерен çĕршер çын пурнăçран уйрăлнă. Анчах та ку тискерлĕх Ленинград çыннисене, ăна паттăррăн хỹтĕлекенсене хуçайман, вĕсем темĕнле йывăр пулсан та çак нушана чăтса ирттерме пултарнă.

Блокадăри хулана хăтарассишĕн пыракан кĕрешỹре апат-çимĕçпе, хĕç-пăшалпа тивĕçтерме пĕртен-пĕр çул — Ладога кỹлли çеç пулнă. Çак кỹлĕ урлă иртекен çула «Пурнăç çулĕ» ят панă, çулпа 152 кун усă курнă. Ленинград çыннисене шăпах вăл выçлăхран хăтарса хăварнă.

1943 çулхи январĕн 12-30-мĕшĕсенче пулса иртнĕ «Искра» операци вăхăтĕнче Ладога кỹллин кăнтăр пайне фашист çарĕсенчен тасатаççĕ. Çапла вара январĕн 18-мĕшĕ Ленинград блокадине татнă кун пулнипе палăрса юлать. Тепĕр çултан, 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче, фашистсене хăваласа ярса Ленинграда ирĕке кăлараççĕ. Çав кунах 872 куна тăсăлнă блокада вĕçленнĕ ятпа каçхине тỹпенелле 324 тупăран персе салют яраççĕ.

Çĕршыври пиншер-пиншер салтакпа пĕрле чăвашсем те Ленинград фронтĕнче çапăçнă, хулана хỹтĕленĕ тата ирĕке кăларнă. «Память народа», «Подвиг народа» сайтсене тишкерсе Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи салтаксем те çак çапăçусене хутшăнса паттăрлăх кăтартнине, нумайăшĕ пуçĕсене хунине тупса палăртма май килчĕ. Паянхи çак статьяра эпĕ хамăрăн мухтава тивĕçлĕ ентешсем çинчен асăнса хăварасшăн.

Иван Николаевич Баранов (1920-1978 çç.). стрелоксен 129-мĕш полкĕнчи взвод командирĕ, гварди лейтенанчĕ. Икĕ хут аманнă. «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ, Тăван çĕршыв вăрçин (2-мĕш степень) тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ.

Федор Андреевич Перепелкин (1915-2002 çç.). 1-мĕш гварди миномет полкĕнчи рядовой, «Катюша» ятпа палăрнă реактивлă миномет автомашина шоферĕ. «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе чысланă.

Валентин Кондратьевич Портнов (1921-2000 çç.). 22-мĕш гварди артиллери дивизионĕнчи командир заместителĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ. Полковник.

Мефодий Григорьевич Алюнов, 1911 ç. çур., рядовой. 1944 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Ленинград облаçĕнчи Тосненски районĕнчи Лисино-Корпус поселокĕнче пытарнă.

Василий Егорович Елисеев, 1915 ç. çур., стрелоксен 4-мĕш дивизийĕнчи стрелоксен 11-мĕш полкĕнчи отделени командирĕ, сержант. 1942 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Ленинград облаçĕнчи Сенная Каресть ялĕнче пытарнă.

Яков Константинович Константинов, 1908 ç. çур. Хĕрлĕ Ялавлă Балти флочĕн краснофлотецĕ. Стрелоксен 96-мĕш дивизийĕнчи рядовой. 1944 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Ленинград облаçĕнчи Псков районĕнчи Молчаново ялĕнче пытарнă. «Ленинграда хỹтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.

Макар Ефремович Столяров (1897-1944 çç.), стрелоксен 280-мĕш дивизийĕнчи отделени командирĕ, кĕçĕн сержант. Ленинград облаçĕнчи Тосненски районĕнчи Кородыня ялĕнче пытарнă.

В. ПЛОТНИКОВ.

1960 çулхи майăн 9-мĕшĕнче тунă сăн ỹкерчĕкре: Ленинград блокадинче вилнĕ çынсене асăнса тунă Пискаревăри мемориала уçнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code