Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юсав ĕçĕ пырать

Юсав ĕçĕ пырать

«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн республикăра çул-йĕре юсас е çĕнĕрен хута ярас ĕç тивĕçлĕ пурнăçланать.

Тĕп хулара çул-йĕр юсас тата çуран çỹремелли зонăсем тăвас ĕçсем хĕрỹ пыраççĕ. Шупашкар хулин çурт-йĕр фончĕн управленийĕн ертỹçи Андрей Шестаков ертсе пынипе октябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Общество палатин членĕсем тротуарсене юсас ĕç мĕнлерех пынине тĕрĕсленĕ.

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хулара пурăнакансен çивĕч ыйтăвĕсене татса парассине çирĕп контрольте тытать. «Картишсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси», «Транспорт тытăмне аталантарасси» программăсене, «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераци проектне пурнăçа кĕртсе пынă май хуламăрта çул-йĕр сарас, тротуарсем тăвас, çул-йĕре çутăпа тивĕçтерес ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Тротуарсем туни халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме те май парать. Ку енĕпе паянхи куна ĕçĕн 60-65 процентне пурнăçланă. Иртнĕ эрнере тăватă тротуар йышăнтăмăр. Ĕçсем малашне те кал-кал пырасса, плана кĕртнĕ ĕçсене вăхăтра пурнăçласса шанса тăратпăр», — палăртрĕ Андрей Владимирович халăха хăтлă условисем туса пама май панăшăн республика Пуçлăхне тав туса.

2025 çулта Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене юсама тата хăтлăх кĕртме 152 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Контрактпа килĕшỹллĕн, пурĕ 34 тротуар тума палăртнă (лаптăкĕ — 19 пин тăваткал метрпа танлашать). Ĕçсем ноябрĕн 10-мĕшĕччен пырĕç. Микрорайонсенче пурăнакансем юсав ĕçĕ хăвăрт та паха пулса пыни пирки пĕлтернĕ, çурт таврашĕнчи территорисене хăтлăх кĕртмелли майсем сĕннĕ.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code