Çуллахи шăрăх кунсенче шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулмаллине кашниех пĕлет.
«Шывăн турачĕ çук» тени вара çулталăкĕпех хăйĕн çинчен аса илтерме тивĕç. Хальхи тапхăрта çак ваттисен сăмахĕ ытларах пулăçсене пырса тивет. Хăв пулă тытма ăçта каяссине тăвансене пĕлтермелле. Çанталăк мĕнле пуласси пирки пĕлни те кирлех. Кỹлĕ е юхан шыв хĕрринче хăрушсăрлăха пăхăнас тĕллевпе вырăна тĕплĕ суйламалла. Вăл чăнкă е яка ан пултăр, çапă таврашĕ сарса хурсан авантарах.
Вĕрсе хăпартмалли кимĕпе усă куратăр пулсан, унта шыв тăкмалли савăт пултăр. Ытла инçе кĕме тăхтăр. Хăтару жилечĕ тăхăнма ан манăр. Пысăк стажлă пулăçсен хăш-пĕр чухне «пыра йĕпетесси» те пулать. Çăмăлттайлăх, ас- тăвăр, хака ан лартăр. Кăткăс лару-тăру сиксе тухсан 112 номерпе çăлав службине шăнкăравламалла.
Пулăçăн хăрушсăрлăх ыйтăвĕ уйрăмах ачасемпе çыхăннă. Кỹлĕ е юхан шыв хĕррине пĕччен кайма тăхтамалла. Ушкăнпа пулсан айкашма кирлĕ мар — вăйă инкек патне илсе çитерме пултарать. Чи кирли — асăрханулăх.

