Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Депутат парнисемшĕн

Аслă Елчĕкре çитĕннисем Раççей спорт мастерĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн хоккей турнирĕнче вăй виçнĕ.

Лаш Таяпа, Патреккел, Аслă Елчĕк командисене (çак йĕркепе турнира вĕçленĕ) округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Юрий Попов, Владимир Викторов, Роман Алексеев, Аслă Елчĕк территори пайĕн начальникĕ Валерий Афанасьев саламланă. Виçĕ командăна та укçан призсемпе, парнесемпе, дипломсемпе, медальсемпе чысланă. Тĕрлĕ номинацире палăрнисем — Сергей Агеев (Аслă Елчĕк), Роман Гаврилов (Патреккел), Денис Леонтьев (Лаш Таяпа) та сумлă чыслава тивĕçнĕ.

Юрий Алексеевич Лаш Таяпара шкул ачисем хушшинче йĕркеленĕ округри ăмăртăва та хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Паллах, кунта та пушă алăпа мар.

Спартакиадăна хутшăнĕ

Самара хулинче 14-16 çулсенчи ачасем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе XII Спартакиадăн чи вăйлă атлечĕсене суйласа илмелли тапхăрĕ иртнĕ.

25 регионтан 200 ытла спортсмен тупăшнă. Чăваш Енрен иккĕн: София Соловьева (Кавал) тата Куславкка атлечĕ. Унта кашни виçе категорийĕнчен 10 вăйлă спортсмена суйласа илнĕ. Çапла майпа Олег Федоров тренерăн вĕренекенĕ Хусанта иртекен çуллахи Спартакиадăн финалне хутшăнĕ.

Афганеца асăнса

Тỹрех калăпăр: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Анатолий Патшин воин-интернационалиста асăнса чăваш кĕрешĕвне 4-5 çул та ирттерменччĕ.

Уçă турнирта пирĕн тăрăхрисенчен пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш), Артур Федоров (Кĕçĕн Шăхаль), Давид Крысов, Денис Иванов, Никита Ишмуратов (Елчĕк), Станислав Мисяков (Аслă Елчĕк), Роман Иванов (Аслă Шăхаль), Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва) хăпарнă. Женя çавăн пекех абсолютлă виçере те çĕнтернĕ, «Чи лайăх техникăшăн» приза та тивĕçнĕ. Аслă Елчĕкри Владимир Петрушкинпа Николай Чернов, Лаш Таяпари Геннадий Дмитриев, Турхан ялĕнчи Ростислав Турхан, Çĕнĕ Пăвари Владимир Иванов, Тỹскелти Владимир Анисимов кĕрешекенсене парнесемпе хавхалантарни те питĕ паха.

Алă вăйĕ виçессипе

«Улăп» ФОКра ăмăрту йĕркеленĕ.

Уйрăм виçесенче 70 яхăн спортсмен хушшинче чи малтисен йышне çаксем кĕнĕ: Анна Казначеева, Антон Мешков, Герман Илеменев (Аслă Елчĕк), Анастасия Дергунова, Кристина Жирнова, Анастасия Тихонова (Кушкă), Егор Яковлев, Ярослав Мартышкин, Родион Димитриев (Курнавăш), Елена Зайцева (Çирĕклĕ Шăхаль), Иван Пупин (Çĕнĕ Пăва), Светлана Окружнова (Елчĕк), Данил Орлов (Патреккел).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code