Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕçĕ-хĕррисĕр майсем — пуриншĕн те

Вĕçĕ-хĕррисĕр майсем — пуриншĕн те

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ — мартăн 8-мĕшĕ умĕн, хальхинче Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче, сывлăх тĕлĕшĕпе хавшакрах çынсем хушшинче «Чикĕсĕр анлăх — вĕçĕ-хĕррисĕр майсем» ятпа культурăпа спорт мероприятийĕ иртрĕ. Сăмах май каласан, округри инвалидсен обществи пуçарăвĕпе юлашки çулсенче тĕрлĕрен тĕл пулусем йĕркелесси çирĕп йăлана кĕчĕ.

Хĕрарăмсене халалласа йĕркеленĕ уява официаллă çынсем те хапăл тусах хутшăнчĕç. Вĕсем: округри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров, Елчĕкри клиент службин тĕп специалист эксперчĕ Лира Кучкова, ГСВГ ветеранĕсен канашĕн ертỹçин çумĕ Анатолий Анисимов, округри ветерансен канашĕн ертỹçи Елена Петрова, вырăнти территори пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ольга Тихонова, кунти инвалидсен пуçламăш организацийĕн ертỹçи Александр Портнов тата ыт.те хутшăнчĕç. Округ шайĕнчи ертỹçĕсем патне ыйтусем те чылай пулчĕç, унта хутшăннисем вĕсенчен çийĕнчех татăклă хуравсем те илме пултарчĕç. Владимир Федоров пурнăçра йывăр шăпапа тĕл пулнă тата сахал тупăшлă ватă çынсене пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерни, Лира Кучкова пенси законодательствинчи çĕнĕлĕхсем çинчен чарăнса тăчĕç.

Ушкăнпа пухăннипе усă курса пĕрлехи вăйпа 2023 çулта инвалидсене кăштах та пулин пулăшас, хавхалантарас тĕллевпе туса ирттернĕ ĕçсемпе те паллаштартăмăр. Кĕскен пурне те пĕлме: округĕпе илсен, 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1558 сусăр çын, çав шутран 387-шĕ вырăнти организаци членĕ шутланнă. Пĕрремĕш ушкăнра — 23, иккĕмĕш ушкăнра — 132, виççĕмĕш ушкăнра 226 çын. Шел пулин те, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, инвалидсен обществин членĕсен хисепĕ (164 çын) ытларах. Шухăша ярать, паллах. Апла пулин те… Округри инвалидсен обществин структуринче 16 пуçламăш пай.

Асра юлмалли пĕрлехи савăнăçлă самантсене те аса илер. Иртнĕ çул хĕрарăмсен уявне халалланă çакнашкал мероприятие Курнавăш территори пайĕнче ирттерме тỹр килчĕ. Унта хутшăннисем дартс тата шашка вăййисене кăмăлласа хутшăнни, вырăнти историпе краеведени музейне çитсе курни халĕ те асрах. Çавăн пекех Шăмăршă округĕнчи инвалидсен обществин членĕсемпе пĕрлешсе Куславккари чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене асăнса лартнă мемориала, Шăмăршăри «Чăваш вăрманĕ» наци заповедникне çитсе куртăмăр, инвалидсен кунне халалласа ирттернĕ «Ырăлăх ялавĕ айĕнче» тата пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществине туса хунăранпа 35 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене хутшăнтăмăр.

…Черетлĕ мероприяти Аслă Пăла Тимешре иртнĕ май территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ольга Тихонова инвалидсен вырăнти пуçламăш уйрăмĕн хастарĕсене — Анатолий Смирнова, Максим Изратова, Сергей Романова, Николай тата Леонид Никифоровсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Каярахпа пурте пĕрле кунти Паттăрсен аллейине, чиркỹ çумĕнчи часавая çитсе куртăмăр. Ялти паллă вырăнсемпе пире Владимир Плотников краевед паллаштарчĕ.

Паллах, арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче йĕркеленĕ дартс тата шашка тупăшăвĕсем те çивĕч иртрĕç. Призерсем медальсемпе дипломсене тивĕçрĕç. Дартс вăййинче Олимпиада Локтева, Нияз Юсупов, шашка вăййинче Эльвира Морозова, Олег Григорьев çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç.

Уява ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем концерт программипе тата пуянлатрĕç. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çакăн пек уяв йĕркелеме пулăшнăшăн инвалидсен вырăнти пуçламăш уйрăмĕн ертỹçине Александр Портнова уйрăм тав сăмахне калатпăр. Паллах, ыттисем те мероприятие йĕркелес ĕçре хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хыврĕç. Портновсем — Елена Анатольевнăпа Александр Павлович уява хутшăннисене пурне те чечексем, сувенирсем парса хавхалантарчĕç.

Людмила АНИСИМОВА,
округри инвалидсен обществин председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code