Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пысăк çĕкленỹпе

Пысăк çĕкленỹпе

Сочири «Сириус» центрта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен пĕр эрнелĕх фестивалĕ вĕçленчĕ.

Аслă форума 188 çĕршыври 18-35 çулсенчи 20 пине яхăн яш-кĕрĕм хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче 10 пинĕшĕ — ют çĕршывсенчен, 10 пинĕшĕ — Раççей регионĕсенчен. Çав шутра АПШран, Германирен, Индирен, Францирен, Аслă Британирен килнĕ делегатсем. Вĕсен йышĕнче — çамрăк дипломатсем, журналистсем, политика партийĕсен представителĕсем, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те.

Тĕнче шайĕнчи мероприятие, палăртас пулать, Чăваш Енĕн 80 делегачĕ хутшăнчĕ, вĕсенчен 30 ытларахăшĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен. Шкул ачисем те пур. Вăл йышра — эпĕ те.

Кĕскен хампа паллаштарам: Турхан ялĕнчен, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтернĕ. Халĕ чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренетĕп.

Фестивале хутшăнакансене питĕ тĕплĕ суйласа илнĕ. Эпир маларах Самара хулинче иртнĕ «Иволга» форумра регистрациленнĕччĕ. Çавна май харпăр хăй портфолио тăратнă, эссе çырнă тата Контактра виçĕ темăна уçса панă ролик вырнаçтарнă.

Çамрăксен фестивалĕн историйĕнчен çакă паллă: ăна пуçласа 1947 çулта Прага хулинче ирттернĕ. Çак таранччен, кăçалхипе, 20-мĕш хут. Юлашки Мускавра, 2017 çулта, пулнă.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ — пĕтĕм тĕнчери çамрăксен коммерциллĕ мар обществăлла организацийĕсене пĕрлештересси, туслă çыхăнусем йĕркелесси. Тĕнчери лару-тăру лăпкă мар пулин те, тĕрлĕ континентри мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕме пĕрле пухăнма май туса пани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ютрисем нумайăшĕ халĕччен пирĕн çĕршыв пирки туллин пĕлмен те пулĕ. Е хирĕçле информацисемпе вĕсен ăс-тăнне пăтраштарни те пурах. Ку мероприятире Раççей патшалăхĕн вăй-хăватне, ыркăмăллăхне, тараватлăхне кашни курса ĕненчĕ. Пирĕн Президент, ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ тата ытти спикерсем çамрăксемпе ирттернĕ пресс-конференцисемпе тĕл пулусем те патшалăхăмăра тата анлăн пĕлме май пачĕ.

Аслă форум лапамĕсенче 100-шер ытла пулăм иртнĕ. Мана, пулас филолога тата журналиста, блогерсен ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарчĕ. Вăл ушкăнра çак специализацие пуçăнассин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç, политика, экономика, çут çанталăк тата ытти ыйту тавра тишкерỹ йĕркелерĕç. Каçсерен паллă юрăçсен концерчĕсенче савăнтăмăр.

Фестивальте нумай наци çыннисенчен тăракан чи пысăк ташă карти йĕркелерĕç — 150 ытла çĕршыври 4 пине яхăн 73 наци çынни пĕрле карталанса «Калинка» ташларĕç, «Катюша» юрра шăрантарчĕç. Эпир те, чăвашсем, çав йышра пултăмăр. Официаллă пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ташă карти — рекорд!

Ют çĕршывсен делегачĕсем Сочи хулипе çеç мар, Çурçĕр Кавказри регионсенчи паллă вырăнсемпе те паллашма пултарчĕç

Фестиваль хыçа юлчĕ. Вăл унта хутшăннă кашни çамрăкра Раççейĕмĕр çинчен ырă шухăш-кăмăл çуратрĕ-тĕр. Çакна уççăнах пĕлтерекенсем те йышлăн пулчĕç. Эпĕ те тулли хавхаланупа, пысăк çĕкленỹпе таврăнтăм унтан.

Дария ФИЛИППОВА,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code