Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Берлина çитнĕ

Берлина çитнĕ

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Иванович Иванов Чкалов ячĕллĕ хуçалăхăн хисеплĕ колхозникĕ пулнă, бухгалтерта, ĕне ферми заведующийĕнче, сутуçăра ĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Ветеран-фронтовик район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă.

Василий 1923 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ялти шкулта 7 класс таран вĕренсен 16 çултах ĕçе кÿлĕнсе ашшĕпе пĕрле Йĕпреçри вăрманпромхозра пĕр çулталăк вăрман каснă. 1940 çулта Елчĕкри крахмал кăларакан заводра пĕр сезон аппаратчикра тăрăшнă. Унтан Азербайджан ССРĕнчи Кировабад хулине ĕçлеме тухса кайнă, кунта çĕр чавнă, бетонщик, каменщик тата платник ĕçĕсене пурнăçланă – казармăсем, ангарсемпе аэродромсем, складсем тăвас ĕçе хутшăннă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан 8 сехетне фронтшăн тесе куллен 14-шар сехет ĕçленĕ.

Вăрçа ăна 1942 çулта ăсатнă.

– Çĕнтерÿпе таврăнатпăр! – çапла сăмах панă ял халăхне 19 çулхи каччă.

Чи малтанах кĕçĕн командирсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ йĕкĕт, унтан ăна вăрçă хирне ăсатнă. Хура тинĕс ушкăнĕн çарĕсенче пулеметчиксен уйрăмĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ ăна. Новороссийск çывăхĕнчи вирлĕ çапăçусем пирки час-часах аса илнĕ каярах фронтовик: «Сентябрь уйăхĕнче фашистсем Новороссийск хули патне çывхарнă май, пысăк операцие хатĕрленсе уйрăм десант ушкăнне йĕркелерĕç. 3-4 уйăх тĕрлĕ вăрттăнлăха алла илнĕ хыççăн пĕрремĕш задани илтĕмĕр. Цезарь Куников майор ертсе пынипе 250 çынлă десант катерсемпе, пулăçсен киммисемпе палăртнă вырăна çитрĕмĕр. Тепĕр икĕ кунтан батальон çапăçăва кĕчĕ. Анчах тискер тăшман, урса кайнă выçă кашкăр евĕр, парăнасшăн мар, вут-хĕмне тăкать кăна. Хулапа поселокра çеç мар, пĕчĕк юхан шывсем урлă каçнă чухне те, сăрт-тусем çинче те тытăçусем хĕрÿ пулчĕç. Пĕринче тăшман пире тинĕсе хăваласа кĕртсе пĕтерме шут тытнă пулĕ – хирет те хирет. Лайăх тактика палăртнă-ха вĕсем, мĕншĕн тесен тинĕсре вăйлă тăвăл тухнине пула пирĕн катерсем хĕç-пăшал та, апат-çимĕç те илсе килеймеççĕ. Фашистсен урмăшне пăхмасăр пурпĕрех хамăрăн позицине тытса тăма пултартăмăр. «Каялла чакма çук, вилсен те – çапăçса», – тесе тĕллев лартнă эпир пурте. Çак çапăçура эпĕ йывăр амантăм. Сочи хулинчи госпитальте сывалнă хыççăн каллех хам маларах çапăçнă вырăна таврăнтăм, разведчиксен ушкăнĕпе нумай хутчен «чĕлхе» тытма çÿрерĕмĕр».

Çапăçусенчи хăюлăхпа паттăрлăхшăн ентешĕмĕре Совет правительстви Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăланă.

Вăрçă вĕçленичченех çапăçу хирĕнчен тухман вăл. Хĕвел анăç Украинăна, Польшăна, Чехословакие ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене, Берлина штурмлама хутшăннă.

Г.ИЗОСИМОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Иванов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code