Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кану кунĕсĕр ĕçленĕ

Кану кунĕсĕр ĕçленĕ

«Окоп чавнă çĕрте ĕçлеме çăмăл марччĕ, çанталăк 40 градусран та сивĕрехчĕ. Шăн çĕре чавма çав тери кансĕрччĕ. Тăхăнма ăшă тум çукчĕ, çавăнпа шăнса чирлекенсем те, вилекенсем те пурччĕ. Шăна такка-такка алăсем çийĕнсе суранланатчĕç….» – шăпах çапла аса илеççĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тума – окоп чавма хутшăннă çынсем.

1941 çулхи кĕркунне çĕршыв ертÿлĕхĕ оборона линийĕсем тума йышăннă. Чăваш АССРĕнче Сăр тата Хусан чиккисен оборона линийĕсене тунă. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ республикăра 380 километра яхăн пулнă. Çак чикĕсене округри чи пысăк промышленность центрне – Хусана – хÿтĕлес тĕллевпе тунă, çирĕплетнĕ схемăпа килĕшÿллĕн сооруженисен линийĕ Мари, Чăваш, Мордва тата Тутар автономи республикисем, Пенза облаçĕ тăрăх иртнĕ. Чăваш Енре Сăр оборона чикки Етĕрне районĕнчи Засурски патĕнчен пуçласа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк, Улатăр районĕнчи Сăр Майданĕ çывăхĕнчен иртнĕ, республикăпа Чĕмпĕр облаçĕн чикки патне /Улатăр районĕ/ çитиччен тăсăлнă. Хусан линийĕ Мари АССРĕнчи Звенигово шыв кукринчен пуçласа Чăваш АССРĕн Октябрьски сали, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç, Арапуç ялĕсем урлă иртнĕ, Тутар АССРĕн чикки патне çитнĕ /Тăвай тата Мучар ялĕсен çывăхĕнче/.

Окопсене 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче чавма тытăннă. Хушура çак ĕçе 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтармаллине палăртнă. Кашни районăн хăйсен çыннисене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă: кĕреçесемпе, лумсемпе, кувалтăсемпе, пăчкăсемпе, наçилккесемпе. Пĕтĕм лаптăкра куçса çÿрекен госпиталь-изоляторсем, тухтăр пункчĕсем, санэпидеми тата дезинфекци отрячĕсем пулнă, вĕсен йышĕнчи медицина ĕçченĕсене медикаментсемпе тата çыхмалли материалсемпе тивĕçтернĕ. Строительство ĕçĕсене кунсерен вăтамран 85 пин çын хутшăннă, хăш-пĕр чухне çак йыш 110 пин çын таран ÿснĕ, ĕç пĕр чарăнми /канмалли кунсăр/ пынă, çав тери сивĕ кунсенче те окоп чавма чарăнман. Халăх калама çук йывăр условисенче тар юхтарнă, шăннă çĕре лумпа тата кĕреçепе чавнă. Ăшă тум çитмен, çынсен атă-пушмакĕ питĕ хăвăрт юрăхсăра тухнă. Строительствăра вăй хуракансене вĕри апатпа тивĕçтерме тăрăшнă, анчах ку тĕллеве пĕтĕм колхозах пурнăçлайман.

Çанталăк япăххине тата техника çуккине пăхмасăр 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи январь уйăхĕнче алăпа 5 миллион кубла метра яхăн тăпрана чавса кăларнă, йывăçран, чулран тата тăпраран нумай сооружени тунă. Хусан линийĕн лаптăкне Чăваш Енре 1942 çулхи февраль уйăхĕнче, Сăр линине 1942 çулхи июнь уйăхĕн варринче туса пĕтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе каларĕ. Çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртнă май Олег Николаев 2021 çул пирĕн республикăра Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулассине палăртнă. Асăннă строительствăна пуçарнăранпа 80 çул çывхарнă май Чăваш Енре республика ертÿçин хушăвĕпе астăвăм медальне палăртма йышăннă.

Районти культура учрежденийĕсем Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка уçнă май культурăпа массăллă мероприятисене хатĕрлеме пуçăнчĕç, тепĕр çула ятарлă план хатĕрлеççĕ, республика шайĕнчи акцисене хастар хутшăнаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: районти вулавăшсен ĕçченĕсем акцие хутшăнса иртнĕ пурнăçа сăнарлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code