Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлава хутшăнар

Сасăлава хутшăнар

«Хăтлă хула хутлăхне йĕркелетпĕр» федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн апрелĕн 15-мĕшĕнчен черетлĕ хут хăтлăх кĕртессипе çыхăннă объекта палăртассипе Пĕтĕм Раççейри сасăлав иртет.

Асăннă проект çĕршывра РФ Президенчĕн хушăвĕпе 2017 çулта пурнăçа кĕме пуçланă. Унăн тĕп тĕллевĕ — ял-хула сăн-сăпатне улăштарасси, кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, паянхи пурнăç ыйтнă пек обществăлла хутлăхсем йĕркелесси.

14 çултан аслăрах гражданин 21.gorodsreda.ru. платформа çинче тирпей-илем кĕртмелли вăл е ку территоришĕн хăйĕн сассине пама пултарать. Кăçалхи сасăлава хутшăнса эсир «Ырсамай» кану паркне е Аслă Елчĕкри сквера тирпей-илем кĕртессишĕн сасăлама пултаратăр. Пуринчен ытла сасă пухнă проекта хăтлăхпа тирпей-илем кĕртмелли списока кĕртеççĕ, çитес çул вара çак ĕçе пурнăçлама патшалăх укçа-тенкĕ уйăрĕ.

Округшăн пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприяти ку. Айккинче тăрса юлас марччĕ. Сасăлав тапхăрĕнче сирĕнпе волонтерсем те тĕл пулма е телефонпа çыхăнма пултарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code