Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стройпа утни мăнаçлантарчĕ

Стройпа утни мăнаçлантарчĕ

Ачасене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарасси пирĕн, аслисен, тĕп тивĕçĕ. Вĕсенче патриотлăх туйăмне вăратас тесе эпир шăпăрлансемпе тĕрлĕ калаçу йĕркелетпĕр, салтаксен паттăрлăхне сăнлакан кĕнекесемпе паллаштаратпăр.

Маларах асăннă тĕллеве тĕпе хурса кăçал район центрĕнчи ача сачĕсенче тăрăшакансем Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул тултарнине халалланă парада ача садне çÿрекенсене хутшăнтарма кăмăл турĕç.

Ытти çулсенче уява ашшĕ-амăшĕпе тухнă арçын ачасемпе хĕр ачасем вĕренекенсем утнине сăнанă пулсан, кăçал хăйсем те Тĕп лапам тăрăх стройпа утса пысăк хавхалану илчĕç.

Т.ШАКОВА,
«Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code