Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Палестина чунĕ»

«Палестина чунĕ»

ятпа Елчĕкри культура керменĕнче Лев Кураков академика асăнса йĕркеленĕ выставка уçăлнă.

Унта — Палестина, араб, Раççей регионĕсемпе хулисенчи паллă ỹнерçĕсен ĕçĕсем. Курав йĕркелỹçисем — право докторĕ, Халăхсем хушшинчи «Еврази-Ази» Академийĕн академикĕ Аль-Балауи Басам Фатхи тата ЧР, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мидхать Шакиров — асăннă мероприяти Раççейпе Палестина çĕршывĕсен ĕмĕртен пыракан туслăхне тата та çирĕпленме пулăшасса шаннине пĕлтернĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев курав пĕлтерĕшне пысăк хак панă. Выставка майăн 20-мĕшĕччен ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code