Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырра вĕрентекен хайлавсем

Ырра вĕрентекен хайлавсем

Пурнăçăн илемĕ — çынна вăхăтра ăнланма пĕлни, кун-çул уттинчен юлмасăр пурăнни.

«Манра мĕн лайăххи пурришĕн эпĕ кĕнекене тав тума тивĕçлĕ», — тенĕ Максим Горький.

Хам пурнăçа кĕнекесен ытамĕнче пурăнса ирттернĕшĕн эпĕ Турра тав тăватăп. Нумаях пулмасть Роман Чепуновăн иртнĕ çулсенчех тухнă калавĕсене тепĕр хутчен вуласа тухма тỹр килчĕ. «Ахальтен чĕре çунмарĕ», «Шăпчăксем шăпланнă каç», «Чунăм сан патнех туртать», «Каçĕ мĕншĕн кĕске-ши?» калавĕсене вулакансем ăшшăн кĕтсе илнипе кăмăллă. Вăл сăнарласа панă персонажсем хăйсенчи çынлăхăн ырă енĕсене, пархатарлă шухăш-кăмăлне темĕнле йывăр та хирĕçỹллĕ лару-тăрура та упраса хăварма пĕлнипе, хăйсен совеçне укçапа мул илĕртĕвĕн серепине лексе сутманнипе палăрса тăраççĕ. Çав сăнарсем хỹтлĕхсĕр тăрса юлнă çыннăн инкек-синкекĕпе терт-нушине ăнланма пĕлнипе кăна мар, кирлĕ вăхăтра татăклă пулăшу пама пултарнипе те уйрăлса тăраççĕ. Пурнăç кăларса тăратнă хаярлăхпа сапăрлăха, пуянлăхпа чухăнлăха, ăш пиллĕхпе чунсăрлăха танлаштарса кăтарнипе кăна çырлахмасть, вăй çитнĕ таран çак уйрăмлăхсен тĕп сăлтавĕсене уçса парать. Роман Чепунов çырнă калавсен сăнарĕсенчен чылайăшĕ çынсем хушшинчи лару-тăрура, хирĕçỹллĕ самантсенче те усаллинче ыррине шыранипе, пурăнан пурнăçра тĕрĕс çултан пăрăнса, ăнсăртран йăнăш туса хунă çынна каçарма пĕлнипе те илĕртет. Хайлавсенче çамрăк ăрăва воспитани парассипе çыхăннă ырă шухăшсен ытарлăхĕ упранать.

Л.ВИКТОРОВА.
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code