Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > СССРта пурăнакансем епле каннă?

СССРта пурăнакансем епле каннă?

Иртсе кайнă вăхăта каялла тавăрма çук, ку вăл — истори. Историне вара аса илме, тишкерме пулать. Айтăр-ха, пĕрле асăмăра илер çур ĕмĕр каяллине: канăвне мĕнлерех ирттернĕ-ха совет çынни?

Совет Союзĕнче 1967 çулччен кашни ĕçлекен çыннăн çулталăкри отпуск кунĕсем 12, каярах 15 пулнă. Сывлăхшăн сиенлĕ вырăнта, ĕç стажне кура, аякри Çурçĕр енче ĕçленĕшĕн хушса панă кунсемпе пĕр уйăха та çитнĕ. Ĕç çыннисем ытларах санаторисенче канма кăмăлланă. Вырăнти профсоюз комитечĕ пĕр çын е çемье валли уйăрнă тỹлевсĕр путевкăсемпе усă курнă. Гагра, Сочи, Ялта (пĕтĕм Хура тинĕс хĕрри тесен те йăнăш мар), Прибалтика канакансен юратнă вырăнĕсем пулса тăнă.

Санаторисенче сиплев курсĕ пĕр эрнене пынă, унсăр пуçне канакансене тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе савăнтарнă. Концертсем, ташă каçĕсем, хуласем тăрăх автобуспа экскурсие тухнисем… — çаксем пурте совет халăхĕн манăçми вăхăчĕ: канăвĕ, юратăвĕ, савăнăçĕ. Бали, Мальдива, Турци тата ытти ют çĕршывсен курорчĕсем мар пулин те, никам та ỹпкелешмен. Пирĕн хамăрăн аслă Союзăмăрта та канмалли ытарайми вырăнсем сахал мар пулнă.

Укçа-тенкĕ енчен тăн-тăн çынсем Болгарие, Финляндие, Индие, ГДРа, Венгрие, Чехословакие, Югославие, Монголие кайса çỹреме юратнă. Çакна тума пурте пултарайман, паллах.

Çамрăк ăрури совет гражданĕсен ĕмĕчĕ вăл — пионерсен «Артек» лагерĕ. Унта путевкăсем сутман, вĕренỹре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансем, обществăлла ĕçри хастарсем çеç канма тивĕçнĕ. Хуласемпе ялсенче ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем вара йышлă пулнă.

Юрий ГОРДЕЕВ,
Кушкă ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code