Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Чуна ыраттаракан фильм

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă «Çĕр тата чĕре çинче хăварнă суран» илемлĕ-документлă фильм курчĕç.

Сценари авторĕ – райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Зарема Князева. Картинăна Яманчÿрел ялĕнче ÿкернĕ. Унта районти культура, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, Шăмалак шкулĕн ачисем хутшăннă.

Вĕренекенсем 80 çул каяллахи хĕрарăмсен ĕç паттăрлăхне хумханса пăхрĕç. Вăрçă çулĕсенче никама та çăмăл пулманнине хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç.

В.ВОРОНОВА.

Сумлă кун ячĕпе – открытка

Кÿлпуçри Екатерина Александрова 90 çулхи юбилейне ырă сывлăхпа, тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ.

Тыл ĕçченĕ вăрçă вăхăтĕнче ыттисемпе пĕрле ырми-канми колхозра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та колхоз уй-хирĕнчен кĕмен. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ырă ята тивĕçнĕ те вăл.

Пилĕк ача амăшĕ хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ĕç ветеранне Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солинпа ун çумĕ Инесса Воронова саламласа Раççей Президенчĕн салам открыткине вуласа панă. Екатерина Владимировна ăшă сăмахсемпе парнесемшĕн хăнасене тав тунă.

«Чи лайăх воспитатель»

районти конкурс çĕнтерÿçи – «Шевле» ача садĕнчи Алена Кочеткова.

Тупăшăва кăçал 10 педагог хутшăннă. Патреккелĕнчи Ольга Миллина, «Солнышко» ача садĕнчи Ольга Тябукова воспитательсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Малаллах талпăнать

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Даниил Ловкин «Чăваш Енри машиностроенин шанчăкĕ» олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăннă.

10-11 классем хушшинчи 128 вĕренекенрен 5-мĕш кăтартупа /92 балл пухса/ палăрнă вăл. Даниилăн тавра курăмĕпе пултарулăхĕ çулран-çул аталанса пыни куç кĕрет: пĕлтĕр вăл çак олимпиадăра виççĕмĕшчĕ.

Стипендие тивĕçнĕ

Аслă Елчĕкри Лиана Чернова шкулта чухнех спортра пысăк çитĕнÿсем тунипе палăратчĕ.

Халĕ вăл Чăваш патшалăх аграри университечĕн студентки. Спортри ÿсĕмсемшĕн Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн Алексей Ладыковăн ятран паракан стипендине тивĕçнĕ.

Аса илтеретпĕр, Лиана полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, Чăваш Ен чемпионĕ тата полиатлон енĕпе республикăн пĕрлештернĕ командин членĕ.

Кăçал маларах асăннă стипендие Раççей спорт мастерĕ Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/ тивĕçнĕччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code