Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сас пачĕ ывăлăм»

«Сас пачĕ ывăлăм»

Кашни çын телейлĕ пулма ĕмĕтленет: ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасен анне, атте юратăвне туяс килет, юратушăн çунакан çамрăк чĕре пурнăçа пĕрле пайламалли мăшăра тупма ĕмĕтленет, пĕчченлĕхре кун кунлакансем те çемье ăшшишĕн тунсăхлаççĕ. Анчах мĕн-ши вăл телей тени? Ăна тупас тесен мĕн тумалла-ши? Çакăн евĕр ыйтусем Валентина Кириллова çыравçăн сăнарĕсене те канăç памаççĕ, вĕсем вара пуçа усмаççĕ, ыррине шанаççĕ, малалла талпăнаççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Сас пачĕ ывăлăм» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Редакторĕ — Ольга Федорова, ỹнерçи — Ирина Калентьева. Кĕнекене аслă класра вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, унта повеçсемпе калавсем кĕнĕ.

Хайлавсенче тĕпре — паянхи ял çыннин пурнăçĕ. XXI ĕмĕрти чăваш ялĕсем мĕнле пурăнаççĕ, аталанаççĕ-ха? Сăмахран, «Анне, ыран кил…» повеçре автор çапла çырать: «…Чат çумрах пурăнакан Кĕркурипе Кулюк та иккĕшех кун кунлаççĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕ инçете тухса кайнă та яла килсе çỹремест. Вĕсем иккĕн те — аптрамаççĕ. Натюш аппаран çамрăк-ха, çапах килте выльăх-чĕрлĕх тытса нушаланмаççĕ. Халĕ ял çынни хулари пек пурăнма хăнăхрĕ…»

Натюшпа Энтруш çамрăклах пĕрлешсен те, çĕнĕ кайăк вĕсен çемйине пĕрре те васкамасть-ха. Чылай çул иртсен тин хĕр çуралать, Анжела ят хураççĕ ăна. Пĕртен-пĕрскере куç пек упраса, юратса пăхаççĕ. Энтруш çамрăкла çĕре кĕрсен ăна амăшĕ пĕчченех çитĕнтерет. «Пĕчĕккĕ чухне ашшĕсĕр тесе хĕрхенчĕ, хĕр ачи çинĕ кашăк-чашăка та амăшĕ йăпăрт-япăрт çуса хуратчĕ, кил-çуртне те хăех тасататчĕ. Анжела вара кунĕпе вырăн çинче йăваланса выртрĕ, магнитофон итлерĕ, телевизор пăхрĕ. Юрать, хăть кĕнеке вулатчĕ». Мĕнлерех хĕр пулса ỹсет-ха Анжела? Вулакан унăн пурнăçĕпе паллашсан Натюша ватлăхра хаш сывлаттаракан йăнăшсене асăрхатех.

«Чунсăрлăх» ятлă повесть кирек мĕнле йывăрлăха лексен те пуçа усмалла маррине, малаллах талпăнмаллине уççăн кăтартса парать. Чи кирли — юратнă мăшăр, çемье пултăр. Укçа ытларах ĕçлесе илес тесе Сăмаласен Илюшĕ Мускава çурт-йĕр купаланă çĕре çỹреме пуçлать. Пĕтĕмпех кал-кал пынă çĕртенех инкекĕ таçтан тупăнать — арçын тыткăна лекет…

Чылай калавра («Чăн-чăн юлташ», «Çурса тăкнă сăнỹкерчĕк, «Усрав хĕрача»…) В. Кириллова амăшĕсĕр юлнă ачасен йывăр шăпине уçса парать. «Чăн-чăн юлташ» хайлаври тĕп сăнар çапларах пурăнать: «Антонсен пỹрчĕ пысăк мар. Кăмака, сĕтел, пĕр тимĕр койка, тăватă тăваткал тенкел. Амăшĕ виличчен лавккаран илнĕ çемçе йывăç кравать, телевизор, тумбочка, холодильник пурччĕ. Ашшĕ вĕсене хăш вăхăтра ĕçсе янине те сисмерĕ ача — йĕп пек çухалчĕç килтен». Юрать, çумра чăн-чăн юлташ пур, вăл пурнăçа илем кỹрет.

Автор çинчен

Валентина Алексеевна Кириллова («Елчĕк Ен» хаçат тусĕсем ăна Тимĕр Алюш Вали ятпа та пĕлеççĕ) 1963 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралнă. Тăван ялти, Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулсенче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнă. 1982 çулта вăл Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçатра ĕçлеме пуçланă, 1988 çулта Елчĕке куçсан унти «Елчĕк ен» район хаçатра мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăрăшнă. Хаçатра унăн чылай хайлавĕ кун çути курнă. В.Кириллова — Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн (2001), «Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн» членĕ (2019).

Дарья МОРОЗОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code