Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ

Пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ

Районта «Условник», «Подросток», «Ачана вĕренме кайма хатĕрле» операцисем пыраççĕ.

«Условник» операцие хутшăнса Елчĕк районĕнчи полици пайĕн, Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан Патăрьелĕнчи инспекцин районти сотрудникĕсем условнăй майпа айăпланнă граждансен /36-ăн вĕсем районта/ килĕсенче пулаççĕ, айăпçăсен пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ.

«Подросток» тата «Ачана вĕренме кайма хатĕрле» операцисен вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, профилактика субъекчĕсен членĕсем ăнăçсăр /район шайĕнче çакăн евĕр 16 çемье шутра тăрать/ тата пурлăх тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар пурăнакан çемьесемпе, вĕренÿ учрежденийĕсенче тата районти полици пайĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенинче учетра тăракансемпе ?8 ача/ тĕл пулса калаçаççĕ, вĕренÿ хатĕрĕсем парса пулăшаççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code