Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олимпиадăран…

Олимпиадăран…

Токиора иртнĕ Олимп вăййисем хыçа юлчĕç.

Унта пирĕн республикăран 4 спортсмен вăй виçрĕ. Владислав Поляшовпа Елена Герасимова гимнастсем, Сергей Козырев кĕрешÿçĕ тĕп ăмăртусен пайне тухаймарĕç пулсан, Чăваш Ен тата Мускав чысне хÿтĕленĕ Анжелика Сидорова шăчăпа сикессипе вара кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ.

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин А.Сидоровăна I степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысласси пирки хушу кăларнă. Çавăн пекех атлет кĕмĕл медальшĕн 1,2 миллион тенкĕ преми илĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code