Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăл олимпиеца çул уçнă

Вăл олимпиеца çул уçнă

Лаш Таяпа ялĕнчи стадионта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Самсонова асăнса çăмăл атлетсен кĕркуннехи чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта хамăр тата Патăрьел районĕсенчи шкул ачисем хутшăннă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче республикăри чи вăйлă çăмăл атлетсенчен пĕри шутланнă, вăрăм дистанцисене чупассипе нумай хутчен республика чемпионĕ пулнă П.Самсонова асра тытса чи малтанах унăн вил тăприйĕ умĕнче пуç тайнă. Каламасăр иртер мар, Петр Николаевич Олимп вăййисен призерĕн Владимир Андреевăн пĕрремĕш тренерĕ.

Тĕрлĕ ÿсĕмсенче пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене Д.Михеев, С.Самакова, И.Карзакова, М.Жирнова /Кушкă/, К.Федорова /Лаш Таяпа/, Е.Агеева Е.Цыганова, Д.Кузнецов, А.Петров /Елчĕк/, А.Иванов, К.Николаева, В.Айдарова /Патреккел/, С.Вастулов /Аслă Елчĕк/, К.Чернов, Д.Трофимов /Çирĕклĕ Шăхаль/, Д.Жуков /Тĕмер/, К.Афанасьева /Курнавăш/ йышăннă.

Ăмăрту призерĕсене медальсемпе грамотăсем тата парнесем парса чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code