Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Çăмăл атлетика

Шупашкарта иртнĕ чемпионатра ентешсем питĕ ăнăçлă ăмăртнă.

Александр Ефимов (Курнавăш) 1500 метра, Светлана Окружнова (Чăваш Тăрăмĕ) 2000 метра чăрмавсем урлă чупассипе, Семен Львов (Шăмалак) тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Константин Максимов хăйсен ỹсĕмĕсенче сăнă ывăтассипе çĕнтернĕ. Унсăр пуçне Семен йĕтре тĕртессипе, Никита Солин (Тĕмер) сăнă ывăтассипе тата Владимир Кузьминпа (Хăвăлçырма) Денис Жуков (Тĕмер) 5000 метра чупассипе 2-мĕш, Серафима Самаковăпа (Аслă Пăла Тимеш) Роман Ильин (Елчĕк) 3-мĕш пулнă. Артем Савинов (Кỹлпуç) 3 пин метра чăрмавсене парăнтарса финиша виççĕмĕш çитнĕ.

Ирĕклĕ майпа

кĕрешессипе йĕркеленĕ Нижнекамскри «Воин» лига турнирĕнче 200 ытла шкул ачи тупăшнă.

Чылайранпа çухату мĕнне пĕлмен Михаил Миллин каллех чемпион! Хальхинче Арсений Адюков та ун шайне çĕкленнĕ. Кирилл Александров 4-мĕш вырăн йышăннă. Сергей Александров тренерăн воспитанникĕсене ăмăртăва хутшăнма Александр Головин (Кавал), Дмитрий Зайцев, Алексей Прохоров, Вячеслав Орлов, Константин Миллин (Елчĕк), Василий Егоркин, Николай Чернов (Аслă Елчĕк) пысăк пулăшу панă.

ГТО

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти пуçламăш классенчи ачасем вĕренỹре çеç мар, спортра та пултаруллă.

Çакна вĕсем ГТО тесчĕсене пурнăçланă май çирĕплетнĕ. Тăхăр вĕренекен 30 метра чупассипе, теннис мечĕкне ывăтассипе, пĕр вырăнтан тăршшĕне сикессипе, 6 минут чупассипе тата ытти дисциплинăра чăннипех маттур пулнă.

Дартс

Шупашкарти «Спартак» стадионта республикăри пенсионерсен XI Спартакиади иртнĕ.

Елчĕк округĕнчен унта хутшăннă кĕмĕл çỹçлисем çăмăл атлетикăн виçĕ тĕсĕнче чи лайăх вунă команда йышне кĕнĕ. Михаил Скворцовпа (Кĕçĕн Таяпа) Илья Бобров (Елчĕк) вара дартс вăййинче 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене йышăннă.

Пушарнăйсен

тĕп хулара ирттернĕ 31-мĕш слетĕнче Елчĕкри вăтам шкул команди кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Физкультура учителĕ Алексей Тихонов ертсе пынă ушкăн тăхăр тĕрĕслеврен иккĕшĕнче 1-мĕш, виççĕшĕнче призер пулнă. 14 командăна хыçа хăварни чăннипех пысăк çитĕнỹ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code