Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ушкăнра — пысăк вăй

Ушкăнра — пысăк вăй

Кавалти шыв башнине 1974 çулта хута янă. Ăна пăхса-юсаса тăрассине малтан иртнĕ ырă вăхăтри «Победа» колхоз, каярахпа «Комбайн» ЯХПК хăйсем çине илнĕ пулнă. Çакна кура ял çыннисем шывпа хĕлле те, çулла та пĕр чăрмавсăр усă курма пултарнă.

Шыв башнин ĕçне йĕркелесе тăма ятарласа çирĕплетнĕ çынна уйăхсерен ĕç укçи тỹлесе тăнă. Николай Павлов нумай вăхăт (1975 çултан пуçласа 2018 çул таранах) çак ĕçе тỹрĕ кăмăлпа туса пынине ял çыннисем асра тытаççĕ.

Ытла шăрăх пулнă 2010 çултан пуçласа ялта шыв ыйтăвĕ çивĕчленсех пычĕ. Çак ыйтăва тивĕçлипе татса памалли куç кĕрет пулчĕ. Мĕншĕн тесен шывсăр пурнăç çукпа пĕрех пулнине кирек кам та лайăх ăнланать. Çуллахи вăхăтра, пушшех, çăмăл мар шывсăр. Çакна шута илсе башньăна пăхса тăрассине ял халăхĕ хăй çине илме хирĕç пулмарĕ. Ку чухне хамăр хушăра ятарлă комисси те çирĕплетрĕмĕр. Чи малтан скважинăри шыв уçлакан насуса улăштартăмăр. Шыва хăпартсан хăш-пĕр вырăнти пăрăхсене улăштартăмăр, ун хыççăн башня пĕр тикĕс, кăлтăксăр ĕçлеме тытăнчĕ.

Апла пулин те башня, çĕр айĕнчи пăрăхсем те, пĕтĕмĕшле илсен, кивелсех çитнине кура аварисем час-часах пулчĕç. Ĕçе пĕлсе йĕркеленине пула çеç вĕсенчен вăхăтра хăтăлма пултартăмăр-ха. Анчах хĕллехи сивĕ вăхăтра башньăпа усă курма пуласси иккĕленỹллĕччĕ. Пирĕн телее тенĕ пекех, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе (2 миллион та 277 пин тенкĕ) усă курса Кавалта çĕнĕ башня çĕклесе лартни калама çук пысăк парне пулчĕ. Çакăншăн республика, округ ертỹлĕхне Кавал ялĕнче пурăнакансен ячĕпе тав сăмахĕ калатпăр.

Мĕн тунипе анчах лăпланса ларма пулĕ-и? Паллах, çук. Шыв пăрăхĕсен тытăмĕ те япăхса пырать, çакна пула вĕсем час-часах шăтса юрăхсăра тухаççĕ. Пролетарская урамра кăçал та пăрăх 3 хутчен шăтрĕ. Ял пухăвĕ пухсах çак урамри шыв пăрăхĕн пĕр пайне (224 метр тăршшĕне) харпăр хăй укçипе улăштарма калаçса татăлтăмăр. Подряд организацийĕ çак ĕçе пурнăçлама пиртен 80 пин тенкĕ ыйтрĕ. Хаклă, вăй çитерме йывăртарах пулатчĕ. Çакна шута илсе хамăр вăйпах пысăк ĕçе пикентĕмĕр. Çапла майпа пăрăха улăштарма кашни килтен пухнă 3500 тенкĕрен укçа тăрса та юлчĕ. Вăл тепĕр «саплăка» саплама çитĕ. Строительство ĕçĕсене Алексей Носов пенсионер йĕркелесе пычĕ, пур чухне те пуçаруллă пулнипе палăрчĕ. Ял çамрăкĕсем — Юрий Осиповпа Алексей Алексеев, Алексей Николаев, Анатолий Александров, Федор Теллин, Юрий Марков, Анатолий Марков, Алексей Смирнов, Владислав Гаврилов пит нумай тăрăшрĕç. Газ пăрăхĕ вырнаçнă вырăнти 5 метр инçĕшне (тарăнăшĕ — 2 метр) алăпа чаврĕç вĕсем. Икĕ сехет хушшинче ĕçе вĕçлесе халăха шывпа тивĕçтертĕмĕр. Экскаваторсăр та май килмерĕ, паллах. Ăна «ДПМК «Яльчикское» предприяти ертỹçи Вячеслав Сядуков уйăрса пачĕ. Николай Гурьянов экскаваторщик канмалли кун пулнине пăхмасăр, шăматкун та килсе ĕçлесе пачĕ. Çапла майпа пурте пĕр çын пек ĕçе кар тăрса пикеннĕрен кĕске вăхăтра шывлă пулса тăтăмăр.

О.КАРСАКОВ,
Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code