Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ЗАГСсем – пĕрлехи патшалăх реестрĕнче

ЗАГСсем – пĕрлехи патшалăх реестрĕнче

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре çĕнĕ информаци тытăмĕ – ЗАГСсен пĕрлехи патшалăх реестрĕ /ЕГР ЗАГС/ вăя кĕнĕ.

Çак кунтан пуçласа çĕнĕ акт хучĕсене пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртеççĕ, киввисене унта майĕпен куçарса пыраççĕ. Ку вăл 1926 çулчченхи документсене пырса тивет. Çак ĕçе 2021 çул тĕлне пĕтерме планлаççĕ.

ЗАГСăн пĕрлехи реестрĕ Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур халăх çинчен пĕлтерекен тĕп çăлкуç пулса тăрать. Чăваш Республикинчи ЗАГС органĕсенче 5 миллиона яхăн акт хучĕ шутланса тăрать. Вĕсене Пĕрлехи патшалăх реестрне пама планлаççĕ. Акт хучĕсене электронлă формăна куçарас енĕпе республикăри муниципаллă районсемпе хула округĕсенчи ЗАГС пайĕсен операторĕсемпе сотрудникĕсем ĕçлеççĕ. 2017 çулта 1614,1 пин документа электронлă формăна куçарнă, кăçалхи сакăр уйăхра – 1362,8 пин граждан тăрăмĕн акчĕсене.

Çĕнĕлĕх халăхăн, вăл урăх региона пурăнма куçсан пушшех те, ЗАГС пайĕсенчен справкăсем е документ копийĕсем илнĕ чухнехи ĕçе çăмăллатать. Малашне ыйтăвăн хуравĕсене кĕтмелле мар. Пĕрлехи патшалăх реестрĕн кăтартăвĕсемпе онлайн мелĕпе кашни ЗАГС пайне кĕме меллĕ, унта пĕтĕм çĕршывăн акт кăтартăвĕсем пирки информаци илме пулать. Çавăн пекех граждансем хăйсене кирлĕ хыпара патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталĕнчи уйрăм кабинетран электронлă майпа илме пултараççĕ.

Документсене Пĕрлехи реестра кĕртсе пĕтерсен, сирĕн документ Раççей Федерацийĕн тепĕр субъектĕнче упранать пулсассăн та, копине çав кунхинех илме пултаратăр.

Тĕслĕхрен, гражданинăн нотариуса çухалнă çурални çинчен свидетельствăн копине тăратмалла. Еткерçĕ Шупашкарта пурăнать, хăй вара Чулхулара çуралнă. Унччен тĕпчекĕн документа çĕнĕрен туса паччăр тесен граждан тăрăмĕн актне регистрациленĕ ЗАГС органне çыру ямаллаччĕ те хурав кĕтмеллеччĕ. Çĕнĕ тытăм кун тăршшĕнче документа çĕнетме май парать. Хăвăр пурăнакан ЗАГС пайне кăна пымалла. Пĕрлехи реестрта ЗАГСăн кирек мĕнле документне те тупма пулать.

ЕГР ЗАГС ĕçе кĕнин тепĕр ырă енĕ – патшалăх çăмăллăхĕсем панă чухне мĕнле те пулин информаци илнĕ май ведомствăсен хушшинчи çыхăнăва лайăхлатни.
Çĕнĕ технологи тĕрлĕ йăнăшсенчен, ултавçăсенчен пăрăнма та май парать. Калăпăр, пĕрремĕш мăшăрлануран уйрăлмасăрах тепĕр хут çемье çавăрма май çук е амăшĕн капиталне илес тесе ачана тĕрлĕ ЗАГС органĕсенче те регистрацилеймĕн.

Граждан тăрăмĕн акчĕсене патшалăх регистрацийĕн хыпарĕсене парас йĕрке те улшăнчĕ. 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен хыпарсене паракан полномочине ЗАГС органĕсем мар, Раççей ФНСĕ çине – Пĕрлехи патшалăх реестрĕн операторĕ çине куçарнă. ЗАГСсем çак уйăхран мăшăрланас текенсен заявленийĕсене туй кунĕччен çулталăк маларах йышăнма пуçланă. Ку та граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайăн çĕнĕ пулăмĕ.

Унччен мăшăрланăва заявлени панă хыççăн пĕр уйăхран регистрациленĕ. Çакă çемье çавăрас текен граждансене регистраци кунне тата вăхăтне палăртма та, ЗАГС органĕсене те пит меллех марччĕ. Хăшĕ-пĕри хăйсене килĕшекен кунра тата вăхăтра çырăнаймастчĕç. Çĕнĕ нормăсем тăрăх граждансене хăйсене тивĕçтерекен куна, вăхăта çулталăк таранччен суйласа илме майсем пур. Мăшăрланас текенсен заявление дистанци мелĕпе çырма, хăйсем ЗАГСа килмесĕрех, патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем паракан Пĕрлехи порталпа усă курса пама пултараççĕ.

Ĕçе автоматизациленĕрен ЗАГСран илекен кирек мĕнле çăмăллăхăн вăхăчĕ те кĕскелет. Нимĕн те çырмалла мар – ЕГР ЗАГСра сотрудник пĕтĕм заявление йĕркелет, гражданинăн вара алă пусмалла кăна.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code