Пирĕн пысăк çĕршыв тĕреклĕ çемьесенчен тытăнса тăрать. Юлашки çулсенче Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн хушăвĕпе çамрăк çемьесене тĕрлĕ пулăшу пани демографи ыйтăвĕсене лайăхлатма май парать. Совет саманинче йĕркеленнĕ çемьесен çирĕплĕхĕ, тасалăхĕ тĕслĕх пулса тăрать. Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса çур ĕмĕр таран пĕрле килĕштерсе пурăнакан Плотниковсен çемйипе паллаштарас тетĕп сире, хисеплĕ вулакансем. Владимир Михайловича округра пĕлмен çын çуках пуль тетĕп. Вăл виçĕ кĕнеке авторĕ: «Янтиковской школе — 130 лет», «Янтиково: прошлое, настоящее», «Листая страницы Великой Победы».

Шкул çинчен тата ял çинчен кăларнă кĕнекесемшĕн Чăваш тавра пĕлỹçĕсен союзĕн Элекçей Милли (2018), Куçма Элли (2024) ячĕллĕ премисене тивĕçнĕ вăл. Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх, Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствисен, Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин Хисеп грамотисене тата ытти тĕрлĕ наградăна илме тивĕçнĕ.
Владимир Плотников 1955 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче кун çути курнă. Амăшĕ, Анна Ивановна Кужикова, Аслă Таяпа хĕрĕ пулнă. Çамрăк педагога 1947 çулта ялти шкула вĕрентме янă. Хитре, ăслă хĕре каччăсем часах асăрханă. Тĕреклĕ, вăйлă каччă Михаил хĕр чĕрине тыткăна илнĕ. Часах каччăн çара кайма ячĕ тухнă, Тинĕс-çар флотне тивĕçлĕ пулнă вăл. 5 çул службăра пулнă хыççăн яла таврăнайман. Ачана амăшĕ пĕчченех ỹстернĕ. Пĕччен пурăнакан хĕрарăмсем патне хваттере кĕрсе пурăннă. Пус çумне пус хушса, Анна Ивановна ывăлĕпе иккĕшне валли çурт туса лартма мехел çитерет. Тертлĕ пурнăç сывлăха чылай хавшатать, çавăнпах пуль ĕмĕрĕ кĕске пулать унăн. Йывăр чире çĕнтереймесĕр 48 çултах пурнăçран уйрăлать.
Ăслă педагог ывăлне тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ, арçын ача кил-çуртри хĕрарăм ĕçĕсене те пĕтĕмпех тума вĕренсе ỹснĕ. 1971 çулта ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн «Победа» колхозра ĕçленĕ. Алла специальность илес тĕллевпе Канашри ДОСААФ шкулĕнче водитель правине илнĕ. 1973-1975 çулсенче Çурçĕр Кавказ çар округĕнчи авиаци полкĕнче хĕсметре тăнă. Яла таврăнсанах ăна колхоз ертỹçисем автомашина шанса панă. Çур çул иртсен Аслă Пăла Тимешри вăтам шкула физкультура урокĕсене ертсе пыма шанаççĕ. Малалла лаборант ĕçĕсене пурнăçласа пырать, ачасене техникăпа паллаштарса, машиноведени предметне вĕрентме тытăнать. 1982 çулта, вырăнти депутата суйланнă май, ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ пулма лартаççĕ. 1987 çулччен тăрăшнă вăл çак ĕçре. Чун шкул еннех туртнă. Истори, обществознани предмечĕсене вĕрентекен кирлĕрен вăл унта куçать.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче, Чăваш Республикин вĕрентỹ институчĕн икĕ çуллăх психологи курсĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе пĕлỹ пуçтарнă. Вунă çул хушши тăван шкулта директор пулса тăрăшнă.
Пурнăç çулĕ çинче карьера картлашкисемпе хăпарма пулăшса пыраканĕ, ăнланаканĕ, паллах, çумри чи çывăх çын — савнă мăшăрĕ Алефтина Деомидовна пулнă. Çамрăклах атте-аннесĕр юлнă Володя çартан таврăнсан пушă пỹрте кĕрсен мăшăр кирлине ăнланса илет. «Победа» хуçалăх 10 яла пĕрлештерсе тăнă. Водительте ĕçлекен çамрăк салтак кашни ялтах пулса курнă. Кавал ялне тĕрлĕ ĕçпе çитсе çỹренĕ каччă шурă хурăн пек яштака, сăнĕпе хитре хĕре курсан, канăçа çухатать. Алефтина та хăйĕн туйăмĕсене пытармасть. Кавал ялĕнчи Капламовсен сумлă çемйинче çуралнă хĕр ура çинче çирĕп тăрать. Кивĕ Эйпеçри 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, Елчĕкри вăтам шкула çỹрет. Алла аттестат илсен Шупашкарти бухгалтерсен курсне пĕтерет. Районти райпо тытăмĕнче ĕçлеме пуçлать. Пултаруллă хĕре ревизорсен курсне вĕренме яраççĕ. 1972-1975 çулсенче райпора бухгалтер пулса тăрăшать. Çак çул, кĕр мăнтăрĕпе, Володя Кавала евчĕсем ярать. Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе Алефтинăпа Владимир çемье йĕркелеççĕ. Района ĕçе çỹреме инçерех пулнипе «Победа» колхозра учетчикра ĕçлеме чĕнеççĕ, каярах склад заведующине лартаççĕ хĕрарăма. Ку ĕçре Алефтина Деомидовна 30 çул хушши тăрăшать. Пултаруллă хĕрарăм РОСГОССТРАХ уйрăмĕнче те 13 çул хушши ĕçне пĕлсе, халăхпа килĕштерсе ĕçлет.
Мăшăр икĕ ывăл çуратса ỹстерет. Ачасене кашнине кĕтес кирлине шута илсе, 1984 çулта кирпĕчрен çурт купаласа пурăнма кĕреççĕ. Ывăлĕсем — Андрейпа Алексей — ялти шкула пĕтерсе Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕреççĕ. Строительство тата экономика факультечĕсене пĕтерсе алла диплом илеççĕ. Мăшăрланса çемье çавăраççĕ, Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Аслашшĕпе асламăшне 5 мăнук парнеленĕ.
2010 çулта, ывăлĕсем тăрăшнипе, Плотниковсем çуртне пысăклатса, хăпартса çĕнетсе тĕс кĕртрĕç. Ывăлĕсем çемйисемпе пуçтарăнсан, пурин валли пỹлĕмсем туса хатĕрлерĕç. Çуллахи кунсенче 5 мăнук çăтмах пахчинчи пекех туяççĕ хăйсене. Плотниковсем хуçалăха питĕ тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Сад-пахчара тĕрлĕ улма-çырла йывăçĕсем çимĕçĕсемпе куçа илĕртсе лараççĕ. Вĕлле хурчĕсем те хуçисем пек «харсăр». Килĕшỹпе юрату хуçаланни çуртра кашни кĕтесре туйăнса тăрать.
Качака, йышлă кăркка, чăх-чĕп — мăнукăсемшĕн кирлĕ чĕр чунсем. 50 çул хушши юрату хĕмне сỹнтермен мăшăр иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята илнĕ.
Папкăсем ăшĕнче Алефтина Деомидовнăн та Елчĕк районĕнчи комсомол комитечĕн, райпон тата республикăри Госстрах уйрăмĕн Хисеп, Тав хучĕсем тирпейлĕн упранаççĕ.
Тивĕçлĕ канури мăшăр яланах халăх хушшинче. СВОри салтаксене пулăшас ĕçрен аякра тăмаççĕ. Маскировка сеткисем çыхасси, окоп çуртисем хатĕрлесси, ятарлă посылкăсем йĕркелесси, пахча çимĕç пуçтарасси — пурте йышпа пурнăçлакан ĕçсем.
Кил хуçи, Владимир Михайлович, 70 çулхи юбилейне ял халăхĕпе уявларĕ. «Ылтăн туй» та ял уявĕ пуласса шанатпăр. Вырăнти ветерансен ячĕпе вĕсене ăшшăн саламлатпăр.
Зинаида ПОРТНОВА.

