Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тимлĕ пулни инкекрен сыхлать

Тимлĕ пулни инкекрен сыхлать

Радикаллă ислам тĕнне ĕненекенсем — ислам тĕнне хăйсене евĕрлĕ ăнланса чăн ислам йĕркине пăсакансем. Вĕсемех тĕрлĕ наци çыннине хăйсен енне çавăрса террорла актсене хатĕрлеççĕ. Террористсен тĕп тĕллевĕ — «тĕрĕс маррисене» («неверные») хирĕç кĕрешесси, çынсене вĕлерсе хăйсен политикăри тĕллевĕсене пурнăçа кĕртесси. Çакăн евĕр инкеке сирес ĕçре халăх тимлĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Кирек ăçта та хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан полици пайне, учреждени е организаци ертỹçине, транспорт хатĕрĕ çинче пулсан водителе пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çỹрене те пĕлтермелле. Карас телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курма тăхтăр.

Енчен те эсир террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла? Паллах, чи малтанах вут-çулăм кăларма пултаракан хатĕрсене чарса хумалла, газ пăрăхĕсене хупмалла, çунакан кăмакасене, каминсене сỹнтермелле. Хунар, медикаментсем, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв хатĕрлемелле, чỹречесене карăсемпе хупламалла.

Эвакуаци çинчен хыпар илтсен лăпкăлăха çухатмасăр кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе урама тухмалла.

Ушкăна пуçтарăнма, сирпĕнекен япаласен çывăхĕнче тăма юраманнине асра тытмалла, çăлакан службăсен машинисене иртме пулăшса çула ирĕклетмелле, террористсен çулне пỹлме май паракан кирек мĕнле информацие те полици сотрудникĕсене пĕлтерме тăрăшмалла.

Н.БАЙДУГАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code