Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьесем — хỹтлĕхре

Çемьесем — хỹтлĕхре

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Пирĕн республикăри кашни çемье ыранхи куна шанма тата палăртнă ырă ĕмĕтсене пурнăçлама пултарни Чăваш Ен Правительствишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика шайĕнчи амăшĕн капиталĕн программине 2030 çулччен тăсма палăртни ача çуратаслăха ỹстерме, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата ачасене пахалăхлă пĕлỹпе тивĕçтерме май парĕ. Çемьесемшĕн йышăннă çăмăллăхсем халăхăн пурнăç условине лайăхлатасса шанса тăратпăр».

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕсене пурнăçласа республикăра пилĕк çул хушшинче ача-пăчаллă çемьесене пулăшмалли майсен списокĕ самай анлăланнă. Чăваш Ен Правительстви республикăри амăшĕн (çемье) капиталĕн программине малалла — 2030 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен — тăсасси çинчен калакан саккун проектне ырлани малашлăха шанчăклăн тинкерме май парать. 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре маткапиталăн тỹлев виçи 200 пин тенкĕпе танлашать.

Республика программи хута кайнăранпа (2012 çултанпа) 17487 çемье 1547,4 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Çак пулăшупа граждансен 55,6 проценчĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни — ырă пулăм. Çавăн пекех ачасене вĕрентме (19,3 процент), виççĕмĕш ачашăн тивекен пĕр вăхăтри тỹлевпе (24,1) усă курнă, автомобиль туяннă (1,0 процент). 2025 çулта республикăри амăшĕн капиталĕн программине пурнăçлама 263,4 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Кăçалхи май уйăхĕ тĕлне ку тĕллевпе 83,9 млн тенкĕ тỹленĕ.

2020 çултанпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йышăнăвĕсене ĕçе кĕртсе Чăваш Енре ача çураласлăха ỹстерес тĕллевлĕ тĕрлĕ программăсене пурнăçласа пынăран пирĕн республика Раççейре витĕмлĕ вырăн йышăнать. Ку тĕллевпе усă курнă укçа-тенкĕ виçи 750 млн ытла тенкĕпе танлашнă. Анлă пулăшусен шутне тин çуралнă ачасем валли прокат пункчĕсем уçăлнине, ачасене вăхăтлăх пăхакан ушкăнсем йĕркеленине (июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕсем социаллă пулăшупа тивĕçтерекен 10 организаци никĕсĕ çинче ĕçлеме пуçлĕç), ашшĕ-амăшĕсем ЭКО программин хатĕрлев тапхăрне тỹлевсĕр иртме пултарнине, куçăмлă майпа вĕренекен йывăр çын пулнă студенткăсене пĕр вăхăтра 100 пин тенкĕ пама палăртнине кĕртмелле.

Йывăр çын пулнă хĕрарăмсем, кăкăр çитерекен амăшĕсемпе 3 çула çитичченхи ачасемлĕ çемьесем патшалăх тимлĕхĕнче пулни, уйăхсерен ятарлă пособие тивĕçни, 2023 çултанпа республикăра тин çуралнă кашни ача «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» ятпа иртекен акцинче парне илни те витĕмлĕ пулăшусен шутĕнче. Пĕр пин çурă ытла çемье пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн çулсерен 30 млн тенкĕ ытла субсидие тивĕçет. Уйрăм категорине кĕрекен граждансем уйрăм çуртсене газификацилеме субсиди илеççĕ. 18 çула çитмен пилĕк ачаллă çемьесем пурăнмалли çурт-йĕре тата хуçалăха тытса пыма, сроительство ĕçĕ-хĕлне пурнăçлама çĕр лаптăкĕсене тивĕçеççĕ. Çакăн евĕр çемьесене транспорт налукĕнчен хăтараççĕ, çĕр налукне тỹлес тĕлĕшпе çăмăллăхсем параççĕ. Сахал тупăшлă çемьесем социаллă контракт йĕркипе курăмлă пулăшăва тивĕçеççĕ (çулсерен ку тĕллевпе 450 миллион тенкĕ уйăраççĕ). Унпа ĕç шырама, бизнес аталантарма, хушма хуçалăха тытса пыма тата ытти тĕллевпе усă кураççĕ.

Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкулсенче тỹлевсĕр вĕри апат çитереççĕ, ку пулăшупа 1-4 класра вĕренекен ачасемлĕ çемьесем те усă кураççĕ. Пилĕк çула çитмен ачаллă çемьесем тỹлевсĕр канма кайма, сахал тупăшлă çемьесем ку çăмăллăхпа йỹнĕрех хакпа усă курма пултарни, ачаллă çемьесем уйăхра пĕр хут Чăваш Республикин патшалăх музейĕсемпе куравĕсене çỹрени, çавăн пекех республикăри социаллă пулăшу паракан организацисенче пулăшу тата тỹлевсĕр право пулăшăвĕ илни çемьери лару-тăрăва ансатлатать. Регион Правительстви ятарлă çар операцине хутшăнакан çемьесене те тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code