Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Чулхулара пулнă

Чулхулара пулнă

Çак кунсенче Атăлçи федераци округне кĕрекен 14 субъектра вырнаçнă хуласемпе ялсенчи педагогсем Чулхулари çамрăксен театрĕнче пуçтарăннă.

Чи пултаруллă, тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене хутшăнса мала тухнă вĕрентекенсем кайма тивĕçлĕ пулнă унта. Уява Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн йышăннă Вĕрентекенпе наставник çулталăкне пĕтĕмлетес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Чăваш Республикинчен çак мероприятие пурĕ 40 учитель хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Елчĕк округĕнчи хастар педагог — Кушкă шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Анна Портнова та пулнине палăртма кăмăллă.

Уява РФ Президенчĕн Атăлçи Федераци округĕн полномочиллĕ Представителĕн çумĕ Олег Машковцев хутшăннă. Вăл педагог çĕр çинчи чи аслă профессие суйласа илекен — пурнăç тăршшĕпех çитĕнекен ăрăва тĕрĕс вĕрентсе воспитани паракан пулнине пусăмлатса палăртнă май вĕрентекенсене пысăк тав сăмахĕ каланă.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче вĕрентекенсене Раççей халăх артистки Лариса Долина хăйĕн рок-ушкăнĕпе хитре юрăсем савăнтарнă. Вĕрентекенсем уявран тулли кăмăлпа таврăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code