Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пысăк ĕçсен сумĕ

Пысăк ĕçсен сумĕ

Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрне уçнăранпа çулталăк вĕçĕнче 7 çул çитет. Çавăнтанпах ăна Алина Ермолаева ертсе пырать. Санкт-Петербургри инженерипе экономика институтне пĕтернĕскер маларах суту-илỹ тытăмĕнче ĕçленĕ-ха. Амăшĕ, хĕрарăмсен «Шуçăм» ансамблĕн хастар членĕ, пĕррехинче субботника хăйĕн вырăнне хĕрне ярать те, унта: «Атя, кил, клубра никам та çук ĕçлекен», — тесе çамрăкăн кăмăлне çавăраççĕ.

Халĕ Алина Вячеславовна культура ĕçĕнче çĕнĕ çын мар ĕнтĕ. Иван Шурбин культорганизаторпа, Герман Кучков сасă режиссерĕпе килĕшỹре тăрăшнăран пĕрлехи ĕçсен кăтартăвĕ те пĕчĕк мар. «Шуçăм», Иван Анатольевич каярахпа йĕркеленĕ «Тускил» ансамбльсем чылай конкурс-фестивальте гран-при те пĕр хутчен мар çĕнсе илнĕ. 2022 çулта «Районти чи лайăх культура учрежденийĕ» ята тивĕçни те туса ирттернĕ пысăк ĕçсен сумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code