Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Савăнăç инкекпе ан вĕçлентĕр

Савăнăç инкекпе ан вĕçлентĕр

Хĕллехи вăхăтра ача-пăча тăвайккинчен, ытти вырăнта ярăнса савăнать. Ĕлĕк çунапа, кил хуçалăхра тунă хатĕрсемпе ярăнатчĕç пулсан, халĕ тĕпренчĕксене савăнăç кỹрекен хатĕрсем сахал мар — тем тĕрлине те туянма пулать.

Ача-пăча валли уйăрнă площадкăсемпе кану паркĕсенче хĕллехи вăхăтра ярăнмалли вырăнсем хатĕрленĕ чухне вĕсенче çирĕплетнĕ хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăнса ĕçленине Гостехнадзор специалисчĕсем çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Чылай чухне ачасен сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ỹкерме пултаракан çитменлĕхсем те тĕл пулаççĕ. Ятарласа палăртнă йĕркесене пăсакансене вара айăплав кĕтет. Çынсен те ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Хамăрăн ачасен сывлăхĕ пирки чи малтан шухăшламаллине асра тытмалла.

Инкек ан пултăр тесен площадкăсенче ачасем вылякан, ярăнакан мĕн пур хатĕре йĕркене пăхăнса вырнаçтармалла, кайран та хăрушсăрлăх правилисене асра тытса вĕсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла.

Çунашкапа, йĕлтĕрпе, конькипе, ытти хатĕрпе ярăнас умĕн çитĕннисен кĕçĕннисене тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли, асăрханмалли пирки ăнлантармалла, алă-урана хуçасси-амантассинчен сыхланмалли майсене вĕрентмелле. Ачасем вылякан вырăна та час-часах пăхса çаврăнмалла. Тăвайкки автомашинăсем çỹрекен çултан аякра пулмалла. Йĕлтĕр çинче тăраканăн транспорт хатĕрĕнчен çакланма е пĕр çунашкана тепринпе пуйăс вакунĕ евĕр çыхăнтарма юраманнине те аса илтермелле кĕçĕннисене. Теприсем çунашкасене снегоходран çаклатса яма та пултараççĕ. Çакă пурнăçшăн калама çук пысăк хăрушлăх кăларса тăратни пирки аслин те, кĕçĕннин те манмалла мар. «Пỹремеч» текен çунашка уйрăмах хăрушă, ăна тытса пыма, «итлеттерме» уйрăмах йывăр. Ярăнмалли вырăнта тункатасем е тĕмескесем пулни те сывлăхшăн хăрушă. Специалистсем сĕннĕ тăрăх ачана хăйне юрăхлă атă-пушмак тăхăнтартмалла, унăн тĕпĕ пиçĕ резинăран е термоэластопластран тата картлă-картлă пулмалла. Паллах, кĕлесĕр. Унсăр пуçне ачана пăрлаклă вырăнта тĕрĕс утма вĕрентмелле, васкамасăр, ытлашши хускану тумасăр. Алла кĕсьене чикмелле мар — ỹкес пулсан кăларса ĕлкĕреймĕн, нимĕнпе те тĕренейменрен пуç аманма пултарать.

Хĕл кунĕсенче шуса ỹксе суранланасран та сыхланмалла. Пăрлă çанталăкра уйрăмах тимлĕ пулар.

Урама уçăлма, ярăнма тухнă савăнăç инкекпе ан вĕçлентĕр.

Владимир МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн округри уйрăмĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code