Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Центрсем пулăшаççĕ

Центрсем пулăшаççĕ

2022 çулта регион шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансен /ĕç ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен, реабилитациленнисен, политика репрессийĕнче шар курнисен/ тÿлевĕсене 8,6 процент индексацилеме йышăннă. Тыл ĕçченĕсен укçин виçине ĕç ветеранĕсен тÿлевĕн виçипе шайлаштарма палăртнă.

Аслă ÿсĕмри çынсен сывлăхне çирĕплетесси, кун-çулне тăсасси, вĕсене общество пурнăçне, волонтер ĕç-хĕлне анлăрах явăçтарасси тĕп тĕллевсен шутĕнче. Çавна май социаллă пулăшу центрĕсенче «Манăн социаллă центр» проект пурнăçланать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн йывăрлăха лекнĕ хĕрарăмсене пулăшас тĕллевпе Улатăрта кризис центрĕн уйрăмне уçнă. Унăн тĕллевĕ – амăшĕсене, ача кĕтекен тата мăшкăл тÿснĕ хĕрарăмсене пулăшасси. Центр вĕсене психологи, право, медицина пулăшăвĕ парать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çакăн пек уйрăм Канаш хулинче уçăлмалла.

Малашне çавăн пекех социаллă реабилитаци центрĕсенче «Манăн çемье центрĕ» консультаципе методика центрĕ йĕркелесшĕн. 2022 çулта вĕсем Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче уçăлмалла. Центр специалисчĕсем çемьесене психологи, юридици пулăшăвĕ парĕç, ашшĕ-амăшне тĕрлĕ клуб ĕçне явăçтарма пултарĕç.

Сусăр ачасен реабилитаци ĕç-хĕлне вăйлатма тата лайăхлатма 2022-2025 çулсенче хавшак сывлăхлă ачасен реабилитаци центрне модернизацилеме йышăннă. Унта çулсерен республикăри районсемпе хуласенче пурăнакан 1400 ытла ача сывлăхне çирĕплетет.

Эскиз проектне хатĕрлеме 2021 çулта республика бюджетĕнчен 392,58 пин тенкĕ уйăрнă. Инвестици политикин канашĕ кăçал проектпа смета докуменчĕсене йĕркелеме тата 21364,5 пин тенкĕ хушса пама йышăннă. Стационарăн çĕнĕ çуртне хута ярсан çулталăкра кунта 1900 ачана комплекслă реабилитаципе тивĕçтерме май килĕ.

2022 çулта инвалидсен, сусăр ачасене çитĕнтерекен çемьесен пурăнмалли условисене лайăхлатма федераци бюджетĕнчен 60,8 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çапла майпа кăçал 60 çын /малтанхи 2 çулхинчен 2 хут ытларах/ хăтлă хваттерлĕ е çуртлă пулĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code