Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Йĕркене пăснă

Йĕркене пăснă

Коррупци тĕслĕхĕсем тупăнсах пыраççĕ. Иртнĕ çул республикăри прокуратура ĕçченĕсем коррупцие хирĕç калакан саккуна пăснă 4 пине яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă. Ку йĕркесĕрлĕхе сирес тĕллевпе 1170 представлени çырнă, суда 57 ыйту тăратнă, 847 акта хирĕçленĕ. Саккун хуралçисен витĕмĕпе должноçри 1204 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, 97-шне административлă майпа айăпланă, 21 тĕслĕх уголовлă явап тыттарассипе çыхăннă. Прокурорсем должноçри 14 çынна ĕçрен хăтарни лешсем ку тĕлĕшпе шанчăкран тухнипе çыхăннă.

Раççей следстви комитечĕн республикăри ĕçченĕсем Канашра пурăнакан 56 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Уголовлă материал тăрăх çакă паллă: 2019-2020 çулсенче хĕрарăм тупăш илес шухăшпа финанс пĕр проектне 8 миллион та 800 пин тенкĕ хывнă. Каярах ку пурлăха каялла кăларас тесе шухăшласан ĕçе ăнăçтарайман вăл. Пĕлĕшĕ пулăшма шантарнă. Пурлăха тавăрас тĕллевпе Федераци службин хăрушсăрлăх управленийĕн ĕçченне 1,5 млн тенкĕ пама сĕннĕ. Унпа лайăх хутшăнура пулнине ĕнентернĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче хĕрарăм укçан пĕр пайне — 400 пин тенкĕ — хайхи пĕлĕшне куçарса панă. Анчах та арçын кĕмĕле «кирлĕ» вырăна çитерме шухăшламан та — унпа хăй пĕлнĕ пек усă курнă. Следовательсем ку тĕслĕхе çителĕклĕ тишкернĕ. Суд ĕçе пăхса тухсан пулăшма шантарнă арçынна улталанăшăн айăплĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code