Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Моряк хăюлăхĕ

Моряк хăюлăхĕ

Христофор Дмитриевич Карпов 1931 çулта Тип Тимеш ялĕнче çуралнă. Канашри ял хуçалăх механизацийĕн училищинче, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă: колхозник, тракторист, комплекслă бригада бригадирĕ, профком председателĕ, агроном.

Ĕçри хастарлăхне палăртса ăна «Хисеп Палли» орденпа, ВДНХ кĕмĕл медалĕпе, КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Районти чи лайăх пропагандист» ятсене тивĕçнĕ.

Х.Карпов 1951-1955 çулсенче Хĕрлĕ ялавлă Балтика флотĕнче службăра тăнă. Вăл çав тапхăрти пĕр пулăмпа паллаштарма кăмăл турĕ:

«…Кронштадта илсе çитерчĕç. Икĕ уйăх вĕренỹре пултăмăр. Вăрçă хыççăн та вăрçă пĕтменччĕ-ха. Пирĕн тинĕсри тăшман минисене тупса сиенсĕрлетмеллеччĕ. Урăхла каласан, минăсене тытса тăракан çинçе троссене татса çиеле кăларасси. Минăна çиеле кăларсан, çанталăк лăпкă чухне, минерпа иксĕмĕр çак «кучченеçе» тĕпчетпĕр. Эпĕ ăна тытса тăратăп, юлташ сирпĕтекен патронăн шнурне тивертсе ярать те хăвăрттăн кăна карап еннелле ишетпĕр. Взрыв! Йăлтах йĕркеллĕ иртрĕ.

Пĕррехинче трос (10 мм) татăлса кайрĕ те кĕсмен винчĕ çине çыхăнса ларчĕ. Карап малалла каяйми пулчĕ. Инкеке сирме водолаз кирлĕ. Хĕлле пире вăл ĕçе хăнăхтарнăччĕ-ха. Манăн кĕме тиврĕ шыва. Çитрĕм аяла.Трос подшипникпе корпус хушшине питĕ хытă хĕсĕнсе ларнă. Ерипен пушатма пуçларăм. Икĕ метр пек сỹтсен çỹле тухма сигнал патăм. Пăхатăп та, алăсене трос вĕçĕсем шăтарса пĕтернĕ, малтан туйман та ыратнине. Çур сехетрен тепĕр хутчен чăмрăм та операцие вĕçне çитертĕмех. Извакин аслă лейтенант шыв хушнă спирт ĕçтерчĕ, вара пĕр талăк каннă çапла.

Çак операцишĕн мана 10 талăк отпуск хушса пачĕç, çапла вара 5 çул хушшинче икĕ хутчен 45 кун тăван тăрăхра пултăм. Дивизион командирĕ Хватов 3-мĕш рангри капитан награда илме документсем хатĕрлессине пĕлтерчĕ. Анчах ăна илесси пулмарĕ.

2000 çулта В.В.Путин Указĕпе килĕшỹллĕн ман пек операцисене хутшăннă моряксене «Ветеран боевых действий» ят пачĕç. Çапла майпа хăш-пĕр çăмăллăхсемпе те усă куратăп…»

Е.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code