Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инçетри ял ачи — физика профессорĕ

Инçетри ял ачи — физика профессорĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, физикăпа математика наукисен кандидачĕ, профессор, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пушар хăрушсăрлăхĕн кафедрин заведующийĕ Сергей Иванович Ксенофонтов 75 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ.

Сергей Ксенофонтов Лаш Таяпа ялĕнче нумай ачаллă çемьере ỹссе çитĕннĕ. Ашшĕ, Иван Ксенофонтович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, амăшĕ, Мария Никитична, медицина сестри. Вĕсен пилĕк ывăлĕ те аслă пĕлỹ илнĕ.
Кашни çыннăн хăйĕн юратнă учителĕ пур. Вăл ăна анлă çул-йĕре суйласа илсе тарăн наука пĕлĕвĕ илме пулăшнă, хăйĕн тыткаларăшĕпе, ăс-тăнĕпе хаклама вĕрентнĕ, çав вăхăтрах пурнăç çулне çутатса пынă. Ун пек хаклă вĕрентекен ĕмĕр тăршшĕпех асран тухмасть. Сергейшĕн вара çакăн пек хăватлă çын ашшĕ пулнă. Вăл Раççей çутĕç отличникĕ. Ялти шкулта биологипе хими учителĕнче ĕçленĕ. Çавăн пекех ял çинче, вĕренекенсем хушшинче хисеплĕ ят-сум çĕнсе илнĕ учительсем те уншăн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Арçын ачан шкулти чи юратнă предметсем физика, математика, астрономи шутланнă.

1965-1969 çулсенче Сергей Иванович Чăваш патшалăх педагогика институчĕн математика факультетĕнче ăнăçлă вĕренет, аслă шкулăн комсомол организацийĕн пурнăçне, С.Н.Прокопьев, А.С.Марков доцентсем ертсе пынипе наукăпа тĕпчев ĕçĕсене хутшăнать, студентсен Пĕтĕм Раççейри, республикăри наукăпа практика конференцийĕсенче тухса калаçать. Физикăпа патшалăхăн юлашки экзаменĕнче, комисси председателĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн теплофизика кафедрин заведующийĕ С.А.Абруков профессор, студентăн диплом ĕçне пысăк хак парса хăйĕн кафедрине ĕçлеме йыхравлать.

Кашни ĕç-хĕле тĕплĕ шухăшлама хăнăхнă çамрăк профессор шухăшне ашшĕне пĕлтерет. Унăн кашни сăмахĕ ахах-мерчен пек, вăл мĕн канаш панине шута илет. «Аслă шкулта ĕçлени хисеплĕ, анчах практикăсăр, шкулти учитель опычĕсĕр университетра çăмăлах пулмĕ», — тенĕ ашшĕн сăмахне пысăк вырăна хурса направленипе Кỹкеçри шкула ачасене вĕрентме каять. Кунта физика тата математика учителĕнче кăсăкланса вăй хурать, класс ертỹçинче тăрăшать. Каярахпа пĕр вăхăт тăван ялти шкулта та педагог ăсталăхне туптать.

С.А.Абруков профессор вара тăрăшуллă çамрăк учителе манман. Çулсем иртсен ялти шкулсенче тарăн та пуян опыт пухнă Сергей Иванович И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче наукăпа тĕпчев секторĕнче ĕçлеме тытăнать. Кунта хуçалăх килĕшĕвĕсем пурнăçланă май ракетăри хытă топливо тĕрлĕ условисенче çуннин саккунĕсене алла илет. Унтан 1984 çулта Одессăри И.Н.Мечников ячĕллĕ патшалăх университетĕнче «Стабилизация ламинарных пламен дисперсных горючих систем в электрическом поле» темăпа кандидат диссертацине хỹтĕлет.

Çав çултан пуçласа халĕччен Сергей Иванович И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче — университетĕнче физикăпа математика факультетĕнче ырми-канми ĕçлет. Вăл кунта преподавательте, аслă преподавательте тăрăшса доцент, профессор ятне илчĕ. 1990 çултан пуçласа 1997 çулччен, 2006-2010 çулсенче пĕтĕмĕшле тата теори физикин кафедрине ертсе пырать. Çак тапхăрта хастар ученăй физика лабораторийĕн вĕрентĕвне пайсемпе уйăрма, хальхи йышши приборсемпе пуянлатма, методика пособийĕсемпе тивĕçтерме тата вĕренỹ лабораторине Раççейри малта пыракан аслă шкулсен шайне çитерчĕ. Çавăн пекех ăслăлăхпа тĕпчев лабораторинче çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕртрĕ. 2005 çулта унăн пуçарăвĕпе пĕтĕмĕшле тата теори физикин кафедринче теори физикин аспирантурине уçнă. Çакă республикăри пĕлтерĕшлĕ пулăм пулни каламасăрах паллă.

Аслă шкулта республикăшăн кирлĕ çĕнĕ çул-йĕр — «Техносферная безопасность» специалисчĕсене хатĕрлесси уçăлсан, Сергей Ивановича пушар хăрушсăрлăхĕн кафедрин заведующине суйлаççĕ. Унăн тỹрех пĕлỹ дисциплинисене çỹллĕ шайра вĕрентекен преподавательсем шырама тивнĕ. Ун чухне аслă шкулта çĕнĕ çул-йĕрпе ĕçлекен специалистсем пулман. Ректоратпа пĕрле пултаруллă педагогсене шыраса республика тулашĕнчи кадрсемпе те интересленнĕ. Паян вара кафедрăра пушар хăрушсăрлăх сферинче педагогикăра, практикăра пуян опыт пухнă специалистсем тăрăшаççĕ. Кафедра пуçлăхĕ С.И.Ксенофонтов ертсе пынипе халĕ кунта ятарлă пĕлỹ парасси çỹллĕ шайра. Пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе 12 тĕрлĕ лицензиллĕ çул-йĕр суйласа илме майсем пур. Çавăн пекех кафедра Чăваш Енри МЧС тата ВДПОпа, вĕсен районти уйрăмĕсемпе алла-алла тытăнса ĕçлессине пысăк вырăна хурать. Студентсем вĕсенче производство практикисем ирттерсе ăсталăха туптаççĕ. Аслă шкултан «Техносферная безопасность» специальноçпа вĕренсе тухакансем инженер-экологра, ĕç сыхлавĕн инженерĕнче, çут çанталăк сыхлавĕн инспекторĕнче, логистика сооруженийĕн эксплуатацийĕн специалисчĕнче тата ытти те тăрăшаççĕ. Кунтан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ республикăнах юлаççĕ.

Сергей Иванович ертсе пыракан кафедра республикăри пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатса тĕрлĕ конференцисем йĕркелет, Пĕтĕм Раççейри, хăй те тĕнче шайĕнчи конференцисене хастар хутшăнать, студентсен, аспирантсен, преподавательсен конференци материалĕсене наука ĕçĕсен сборникĕнче кăларать.

Сергей Ивановичăн наукăпа педагогика стажĕ 53 çул, вăл шутран педагогика университетĕнче — 48 çул. Техника дисциплинисемпе вăл лекци, практика, лаборатори занятийĕсене пысăк шайра ирттерет, студентсен курс тата вĕренсе тухакансен квалификаци ĕçĕсене, магистрсен, аспирантсен диссертаци ĕçĕсене ертсе пырать.

Юлашки çулсенче С.Ксенофонтов профессор пĕтĕмĕшле физика, механика тата оптика курсĕсемпе тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем йĕркеленĕ, курăмлă лабораторисем уçнă. Вăл 275 наука, наукăпа методика ĕçĕсем пичетленĕ. Сергей Иванович Халăхсем хушшинчи тата Пĕтĕм Раççейри наука конференцийĕсемпе симпозиумсене хастар хутшăнать, çĕршыври тата ун тулашĕнчи малта пыракан аслă шкулсемпе çыхăну тытать. Вăл ертсе пынипе аспирантсем кандидат диссертацине хỹтĕлеççĕ, ученăй степенĕ илеççĕ.

С.Ксенофонтов профессор нумай çул хушши республикăри шкулсенче вĕренекенсемпе професси суйласа илессипе калаçусем, физика учителĕсен квалификацине ỹстерекен курссенче занятисем ирттерет. Ăна аслă категори илес текен педагогсен аттестацийĕсенче, шкул ачисемпе студентсен олимпиадисенче те хаваспах курма пулать. Çавăн пекех вăл физикăпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче тĕрĕслев комиссийĕн членĕ те.

Вĕренỹпе методика, наукăпа тĕпчев ĕçĕнчи, республикăра тата аслă шкулти общество пурнăçĕнчи ăнăçусемшĕн С.Ксенофонтова тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, «Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа, тĕрлĕ медальсемпе наградăланă. Тивĕçлĕ те курăмлă ĕçсемшĕн пултаруллă педагога «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Иван ПАВЛОВ,
педагогика наукисен докторĕ, профессор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code