Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен округри уявĕ умĕн округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Сергей Волковпа тĕл пулнипе усă курса унран çак куншăн пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ пулса тăма тивĕçлĕ хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр.

— Чи малтанах çакна аса илсе хăварас килет: Эсир, Сергей Геннадьевич, ял хуçалăх ĕçĕнче çĕнĕ çын мар, апла пулин те ертỹçĕ вырăнĕнче отрасль аталанăвĕшĕн пуçласа çирĕп экзамен паратăр. Урăхла каласан, сезонри уй-хир ĕçĕсене, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлететĕр. Çакăн пирки кĕскен мĕн каланă пулăттăр?

— Округри ял хуçалăх организацийĕсене пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ, хăйсен ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухнă çынсем ертсе пынине, вĕсем пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе хавхаланса çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнине курса тăнă çĕрте алла усма çуках ĕнтĕ. Пĕрлĕхре — пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса ĕçленинче пысăк вăй пулнине ку чухне тепĕр хутчен ăнланса илтĕм. Килĕшỹре пулсан, лайăхран лайăх ĕçлемелли майсем те уçăлсах пыраççĕ. Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ объектсене юсас тата çĕнетес енĕпе инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме пултарнинче те ертỹçĕсен тỹпи пысăк пулни каламасăрах паллă.

— Пурнăçланă ĕçсем пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

— Кăçал пурĕ 8 инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ. Çав шутра: «Победа» ОООри 15 миллион тенкĕлĕх 220 пуç ĕне выльăх вырнаçакан пăру вити, «Прогресс» АХОри 10 миллион тенкĕлĕх тырă склачĕ, «Яманчурино» ОООпа «Рассвет» ЯХПКри тата «Энтепе» ОООри тĕш тырă алласа тасатакан комплекссем. Малтанхинче ăна туса лартма 16 миллион тенкĕ, иккĕмĕшĕнче — 17, виççĕмĕшĕнче 10 миллион тенкĕ усă курнă. «Эмметево» ОООри 5 миллион тенкĕлĕх 100 пуç ĕне выльăх вырнаçакан пăру витине, «Клевер» ОООри 6 миллион тенкĕлĕх тырă складне, Аслă Таяпари Виталий Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи 1000 тонна тырă упрамалли склада та отчетлă тапхăрта хута янă.

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, инвестици кредичĕсемпе, лизинг майĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса çĕнĕ ял хуçалăх техникине 30 единица, пурĕ 175 миллин тенкĕлĕх туянма пултарнине те аса илсе хăваратăп.

— Елчĕк муниципалитет округĕнчи аграрисем хăйсен ĕçĕпе яланах тĕслĕх пулса тăраççĕ, республика шайĕнче те ырă ятлă вĕсем тăтăшах.

— Çĕр ĕçченĕсемпе фермăсенче тăрăшакансем, чăннипех, хăйсен хастарлăхĕпе палăраççĕ. Ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессине ỹстерессишĕн чунтан тăрăшнине черетлĕ хутĕнче те çирĕплетсе пачĕç.

Округĕпе илсен, ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 41265 гектар йышăннă. Çав шутран 39019 гектарĕ — ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен. Тыр-пула — 23415, техника культурисене — 1549, çĕр улмине — 371, пахча çимĕçе 102 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Палăртнă лаптăксенче çитĕннĕ пуянлăха кĕске вăхăтра, тăкаксăр алла илнĕ. Çакă — чи кирли.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче малтанхи хут палăртнă виçепе пурĕ 88870 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, алласа кĕлете кĕртнĕ виçе 83206 тоннăпа танлашать. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 36,3 центнер. Чи пысăк кăтартăвĕсене те аса илсе хăварас килет. «Сатурн» ЯХПКра вăл, пĕр гектар пуçне илсен, 57,9 центнер (тыр-пул лаптăкĕ -582 гектар) пулнă. Елена Цветкова хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 56 (103), Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 54,7 (220), «АСК-Яльчики» ОООра — 49,7 (1056), «Рассвет» ЯХПКра — 45,8 (655), «Победа» ОООра — 45,4 (530) пулнă.

Çĕр улми туса илессипе ятарласа ĕçлекен «АСК-Яльчики» ОООра çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессинче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнисĕр пуçне, темиçе çултанпах шăрăх çанталăкра культурăсене шăварассине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыраççĕ. Çакна кура кăçал та «иккĕмĕш çăкăр» тухăçлă çитĕннĕ. 250 гектар çинчен туса илнĕ çĕр улми пĕр гектар пуçне вăтамран 347,5 центнер тухăç панă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code