Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрỹ точкăсене ямаççĕ

Хĕрỹ точкăсене ямаççĕ

Ыйтусем çине Чăваш Республикин Çар комиссарĕ Б.Холиков хуравлать:

— Бахтиер Махмаджонович, тỹрех ыйтар-ха, кăçал пирĕн республикăран миçе каччă çар ретне тăрĕ?

— Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн кĕрхи призыв октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Палăртса хăварар, çуркуннехи призыв та, кĕрхи те ятарлă çар операцине ирттернипе ниепле те çыхăнман. Кăçалхи кĕркунне çар службине пурнăçлама Чăваш Республикинчен 1 пинрен кăшт ытларах салтака яма палăртнă. Иртнĕ çуркуннехи призывпа танлаштарсан, ку чылай сахалрах.

— Эсир призыв ятарлă çар операцине ирттернипе çыхăнман терĕр. Çапах ашшĕ-амăшĕ ывăлне ятарлă çар операцине е чикĕ çывăхĕнчи облаçсене ярасран шикленет. Хăрама кирлех-ши вĕсен?

— Призывпа çар ретне тăнă каччăсене ятарлă çар операцине ямаççĕ — служба вĕçленсен вĕсем тăван тăрăха таврăнаççĕ.

— Пирĕн салтаксем ытларах хăш тăрăхри çар чаçĕсенче службăра тăраççĕ?

Пирĕн призывниксем Раççейĕн мĕн пур регионĕнчи çар чаçĕсенче служба тивĕçне пурнăçлаççĕ. Çав шутра — Росгвардин çар чаçĕсенче те. Чылай призывника çар комиссариатĕнчен вĕренỹ подразделенийĕсене ярĕç, унта вĕсем хальхи йышши çар техникине хăнăхĕç, çар-учет специальноçне алла илĕç. Паллах, яшсене Президент полкне ăсатас йăла пăрахăçланмĕ. Унашкаллисем хальхинче те пулĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code