Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чи лайăххисен форумĕнче

Чи лайăххисен форумĕнче

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ «Ялта — чи лайăххисем» форумра творчество ĕçĕсен республикăри 2-мĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне округсенчен пĕтĕмпе 2 пин ытла ĕç тăратнă. Ачасем хăйсен ăсталăхне тăван тăрăхпа çыхăннă юрăсенче, ташăсенче, сăвăсенче, социаллă тетелте пичетленĕ материалсенче кăтартнă. Ỹсĕме кура 23 номинацире 66 çĕнтерỹçĕпе призер чыса тивĕçнĕ.

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсен маçтăрлăхне те асăрхаман мар унта. Мария Архилина сăвă калассипе 1-мĕш, Дмитрий Каринкин 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Искусство шкулне çỹрекен Ксения Львова (тĕрĕ), Никита Дружинин (баян) тата вĕсен вĕрентекенĕсем — Наталья Филипповăпа Валерий Архипов пуян мастер-классем йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code