Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп ыйту – çĕршыв малашлăхĕ

Тĕп ыйту – çĕршыв малашлăхĕ

Декабрĕн 7-8-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн XVIII съезчĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчен съезда Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов, Алена Аршинова, Чăваш Республикин Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан, ЧР Патшалăх Канашĕнчи «Единая Россия» фракци ертÿçи Альбина Егорова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов, регионти уйрăмĕн обществăлла йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев, Елчĕк район пуçлăхĕ Николай Миллин тата ыттисем те хутшăннă.

Мероприятие пуçтарăннисене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ, «Единая Россия» партин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă.

Дмитрий Медведев иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Единая Россия» партин йышĕнчи çĕнетÿ туртăмне ырланă, çĕнĕ çынсем партие вăйлатма пулăшассине шаннине пĕлтернĕ. Владимир Владимирович власть органĕсен ертÿçисене, парти членĕсене хастар та мал ĕмĕтлĕ пулма, яваплăха çирĕп туйма, ĕç тухăçлăхĕшĕн тăрăшма, граждансен интересĕсене малти вырăна хума чĕнсе каланă.

Пĕрлехи ларура партин 2019 çулхи тĕллевĕсене палăртнипе пĕрлех тĕп органсен тата ертÿлĕхĕн кадр улшăнăвĕсене те çирĕплетнĕ.

Съездра тĕрлĕ темăпа дискусси площадкисем ĕçленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх власть органĕсен ертÿçисемпе, губернаторсемпе калаçнă. Паллă спортсмен, олимп чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Карелин пирĕн республикăра физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Михаил Игнатьева пысăк тав сăмахĕ каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code