Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çын яланах йышлă

Çын яланах йышлă

Чăваш Республикин Елчĕк нотариат округĕн нотариусĕ Руфина Воронцова çак ĕçре 10 çула  яхăн тăрăшать. Хăйĕн патне тĕрлĕ ыйтупа пыракан кашни çынна тимлĕ итлекен, сăпайлă калаçакан, ĕçе пахалăхлă пурнăçлакан, саккунсене тĕплĕн ăнлантаракан нотариуспа халăх кăмăллă.

– Пирĕн патăмăрта çын яланах йышлă. Граждансене тĕрлĕ ыйту интереслентерет, ытларах Амăшĕн капиталĕпе, куçман пурлăхпа, пурлăха еткерлĕхе хăварассипе çыхăннă ыйтусемпе килеççĕ, – палăртать Руфина Георгиевна.

Елчĕкри нотариат контори çак тытăмпа çыхăннă ыйтусемпе халăха кулленех тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе те тивĕçтерет.

Елена ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Руфина Воронцова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code