Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парти Олег Николаева ырлать

Парти Олег Николаева ырлать

«Единая Россия» парти хальхи вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнассине ырланине пĕлтернĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Аршинова Олег Николаевпа пĕрле Патшалăх Думинче чылай ĕç, уйрăмах вĕрентÿ сферине çирĕплетес тĕлĕшпе, пурнăçланине палăртнă. «Пирĕн хушăра ĕçтешлĕх çирĕпленнĕ, чи кирли, пĕтĕм ĕçе республика халăхĕн ырлăхĕшĕн пурнăçлани, – палăртнă Алена Аршинова. – Ку питĕ пысăк яваплăх. Чăваш Енре пурăнакансен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас енĕпе хальхи вăхăтра пирĕн умра чылай тĕллев тăрать».

Сăмах май, çитес вăхăтра партин Чăваш регион уйрăмĕн конференцийĕ иртмелле. Унта Олег Николаев кандидатурине Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратас ыйтăва пăхса тухĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code