Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Студент чухне паллашнă та…

Студент чухне паллашнă та…

Кашни ялтах çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесем пур. Пултаруллă, общество пурнăçĕнче хастар, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса, вĕрентсе анлă пурнăç çулĕ çине кăларакан ашшĕ-амăшĕ çинчен эпир паллаштарсах тăратпăр. Нумаях пулмасть кăçалхи «Çулталăкри çемье» районти конкурс çĕнтерỹçисемпе тĕл пулма тỹр килчĕ.

Кивĕ Эйпеçри Нил Петровичпа Татьяна Федоровна Сусметовсем 27 çул пурнăçăн анлă сукмакне такăрлатаççĕ. Мăшăршăн çак çулсем куç хупса илнĕ пек сисĕнмесĕр шуса иртнĕн туйăнаççĕ. Çапах та çак тапхăра каялла çаврăнса пăхсан — ахаль иртмен вĕсем…

Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕпе Кивĕ Эйпеç каччи студент чухне Шупашкарта паллашнă. Нил Чăваш ял хуçалăх институтĕнче инженера вĕреннĕ, Таня, вырăс чĕлхипе литературин учительници пулас ĕмĕтпе çунатланнăран, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне туптанă. Пĕр-пĕрне чун-чĕререн килĕштерекен çамрăксем юлашки курсра вĕреннĕ чухне çемье çавăрнă. Питравра чаплă туй кĕрлеттернĕ. Унтан дипломлă специалистсем тăван тăрăха таврăннă. Татьяна Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи ачасене вĕрентме пуçланă. Нил малтанах хăйĕн специальноçĕпе тăрăшнă. Каярахпа предприниматель ĕçне кỹлĕннĕ. Лавкка тытать.

Татьяна Федоровна хальхи вăхăтра саккăрмĕшсен класс ертỹçи. Ачасене, хăйĕн профессине юратакан педагог коллективра пысăк хисепре. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурссене, предмет олимпиадисене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Учительницăн хăйĕн те Раççей, республика, район шайĕнчи конкурссенче ỹсĕмĕсем пысăк. Хăйĕн ĕç опычĕпе вăл районти ĕçтешĕсене те тĕрлĕ пуху-конференцисенче паллаштарать. Ĕçри ăсталăхне кура ăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят парса чысланă.

Сусметовсем çемье çавăрсанах тĕп килте ватă кукамăшĕпе — Анфиса Ефимовнăпа тата ашшĕпе — Петр Феофановичпа пĕр çăварта пурăннă. Таня кинĕ виçĕ çул каялла çĕре кĕнĕ ырă кăмăллă çынсене ăшă кăмăлпа аса илет.

— Воспитани ĕçĕнче аслисене хисеплеме вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йăх-несĕл историне, çемьен йăли-йĕркине хакласа ỹсекен ача ырă кăмăллă та çитĕнет, — тет Татьяна Федоровна.

Çемье чăмăртанни 13 çул иртсен Сусметовсен килĕнче ача сасси янраса кайсан мăшăрăн пысăк та кĕтнĕ савăнăçне каласа пама кирлех-ши? Телейлĕ ашшĕпе амăшĕ хĕрпĕрчине Настя ят хунă. Халĕ вăл саккăрмĕш класра вĕренет. Вĕренỹ отличникĕ. Хĕр ача Раççей, республика, район шайĕнчи тĕрлĕ конкурс-тупăшусене хутшăнать. Пĕлтĕр вырăс чĕлхипе, литературипе, физкультурăпа районти олимпиадăра çĕнтерỹçĕ, обществознани, ОБЖ предмечĕсемпе призер пулса тăчĕ. Кăçалхи пĕрремĕш ỹсĕмсем те куç умĕнче: вырăс чĕлхипе районти çĕнтерỹçĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн çемьере Артем кун çути курнă. Вăл пĕрремĕш класра вĕренет. Вăл та садикренех тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Районти «Мистер тата мисс» конкурссенче ятарлă номинацисенче икĕ çул çĕнтернĕ.

— Пурнăç илемĕ — ачасенче, — тет Нил Петрович хăйĕн тĕпренчĕкĕсене ытараймасăр.

Ашшĕ ачисемшĕн каçсах каять. Калăпăр, хĕрпĕрчийĕ, шкултан кăшт кăмăлсăр таврăнсан, вăл олимпиадăра илнĕ балшăн пăшăрханать, ашшĕ хăйĕн ытамне илсе тĕпренчĕкне ăшă-ăшă сăмахсем калама тăрăшать. Тем самантра юратнă та çывăх çыннăн куçĕсем çуталнине курсан ашшĕн чун-чĕри савăнăçпа тулать вара. Нумай та кирлĕ мар-çке салхулăха ирттерме: çывăх çынсем санпа юнашар, вĕсем сана ăнланаççĕ, саншăн тăрăшаççĕ…

Килĕшỹллĕ те çураçуллă мăшăр хăйсен вăйĕпе икĕ хутлă çурт хăпартса лартнă. Кун йĕрки çирĕп ку килте. Çемье куна зарядкăран пуçлать. Ятарласа спорт вăййисем ирттерме килтех пỹлĕм уйăрнă. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшса бассейна çỹреççĕ. Хĕлле çемйипех йĕлтĕр çине тăраççĕ. Çулла тĕрлĕ хуласенче курса çỹрессине, тинĕс хĕрринче çемьепе канассине ырă йăлана кĕртнĕ. Кăмпана çỹреме те, пулă тытма та юратаççĕ ачасем. Нил Петрович — çут çанталăк тусĕ. Ачисене те тăван тăрăх илемне юратма вĕрентеççĕ, ĕçе мĕн ачаран хăнăхтарассине тĕпе хураççĕ. Килте выльăх-чĕрлĕх сахал мар усраççĕ. Амăшĕ çук чухне качака сăвассине хăй çине илет Настя. Артем кроликсене, чăх-чĕпе, кăрккасене апат парас енĕпе яваплă. Витере самăртма хупнă вăкăрсем, сурăхсем те йышлă.

Техникăна юратакан арçын хăй аллипе пĕчĕк трактор ăсталанă. Унпа çĕр ĕçĕнче тухăçлă усă курать. Настьăпа Артем пĕчĕкрен ал ĕçне хăнăхса ỹсеççĕ. Арçын ача ашшĕпе пĕрле шăнкăрч йăвисем ăсталать. Акă пỹртре шăплăх хуçаланать. Пăхатăн та: тăваттăшĕ те кĕнеке вулаççĕ…

Çу кунĕнче Сусметовсем пахчаран кĕме пĕлмеççĕ. Хăйсен 1,3 гектар çĕрĕ çинче тăрăшаççĕ. Вĕсен теплицинче хăяр-помидорĕ те çынсенчен маларах пиçсе çитет. «Арçын, хĕрарăм ĕçĕ ку?» — тени çук ку çуртра. Пурте пĕрле, яланах юнашар. Вĕлле хурчĕ наян çынна кăмăлламасть теççĕ. Нилпа Таня туса илекен пыл вара тăванĕсене кучченеç памалăх та çитет. Çемье ăшши кăмакаран та хĕрỹ.

Татьяна Федоровнăпа Нил Петрович тус-юлташĕсемпе, тăванĕсемпе килĕштерсе пурăнассине тĕпе хураççĕ. Юрă-ташăра та маттур вĕсем. Акă, икĕ ача амăшĕ шкулти педагогсенчен йĕркеленĕ «Рябинушка» ушкăна çỹрет. Шкулти пĕр мероприяти те вĕсен илемлĕ юррисемсĕр иртмест.

 

ХАКЛАВ

Раиса Федорова, Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи директорăн çумĕ:

— Сусметовсем пирĕн тăрăхри ырă тĕслĕх кăтартакан, ачисене тĕрĕс воспитани парса ỹстерекен çемье. Татьяна Федоровна шкулта ĕçлет пулсан та, Нил Петрович ашшĕ-амăшĕн пĕр пухăвĕнчен те юлмасть. Вăл шкулти юсав ĕçĕсене те хутшăнать, май килнĕ таран пулăшу аллине тăсать. Çемье шкулти мероприятисенче те яланах пĕрле.

Людмила Хардова, 75 çулта:

— Эпир Сусметовсемпе кỹршĕллĕ пурăнатпăр. Ашшĕ-амăшĕ те питĕ йĕркеллĕ çынсемччĕ. Çамрăксем те питĕ маттур, ĕçлеме ỹркенмеççĕ. Пахчара курăк çулмалла-и е утă кĕртмелле, е тата карта тытмалла — Нил Петрович çемйи пур çĕрте те хастар. Яланах пире пулăшаççĕ. Ырă кỹршĕ тăванран та хаклă.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code