Мордовин тĕп хулинче Саранскра Атăлçи федераци округĕнчи МЧС управленийĕсен командисен ăмăртăвĕ иртнĕ.
Тăватă куна пынă тĕрлĕ тупăшура Чăваш Ен команди 14 коллектив хушшинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Уйрăммăн «Таврари çут çанталăкра шыравпа хăтару ĕçне йĕркелесси» ăмăртура вара вĕсемпе танлашакан пулман.
Республикăри МЧС командин ертỹçи — пирĕн ентеш, Аслă Елчĕк арĕ, 1-мĕш класлă çăлавçă, ЧР тава тивĕçлĕ çăлавçи Александр Петрушкин. Ăна çăлав ĕçне сарас, командăн спортри кăмăл-туйăмне çирĕплетес тĕлĕшпе хастарлăх кăтартнăшăн вырăнти «Боевое братство» сахал яваплă обществăн Грамотипе чысланă.
Чăваш Енĕн МЧС команди 1999 çул хыççăн тепĕр хутчен вăйлисен йышне кĕнĕ. «Таврари çут çанталăкра шыравпа çăлав ĕçне йĕркелесси» ăмăртура вара пьедестал çине пуçласа хăпарнă.

