Округра ГТО юхăмĕн пĕлтерĕшĕ куллен çирĕпленсе пырать.
Пĕрисем хĕрсех нормативсене алла илеççĕ, теприсем удостоверенисемпе паллăсене тивĕçнишĕн хĕпĕртеççĕ.
Савăнăçлă саманта Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ те лекнĕ. Вĕсем пĕлтĕрхи 4-мĕш кварталти кăтартусене кура шăпах чыса тивĕçнĕ.

