Комсомольскинче Ринат Рахимзянов ячĕпе йĕркеленĕ мини-футбол турнирĕнче 2016-2017 çулсенче çуралнă арçын ачасем вăй виçнĕ.

Ултă команда икĕ ушкăна пайланса вылянă. Владимир Шашков тренер ертсе пыракан «Елчĕк» футбол клубĕ хăйĕн ушкăнĕнче вырăнти спортсменсене 8:1, «Тутаркассине» 4:1 шутпа парăнтарнă. Çурма финалта «Шăмăршăна» (7:0) нимĕнле шанăç хăварман. Тĕп тĕл пулура та пирĕннисем чи пултаруллисем пулнине çирĕплетнĕ: «Патăрьел» футбол коллективĕнчен 4:1 шутпа выляса илнĕ.
Палăртма кăмăллă, турнирăн «Чи лайăх выляканĕ» ята Интер академин Елчĕкри филиалĕн воспитанникĕ Ярослав Купташкин тивĕçнĕ.

