Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инçе çула кĕскетсе

Инçе çула кĕскетсе

Кулленхи пурнăçра кашнин хăйĕн кăсăкланăвĕ пур. Вăл хавхалану кỹрет, шухăш-кăмăла уçăлтарма пулăшать. Вăй-хăват та парать.

Аслă Елчĕкри Петр Петрушкина округра пĕлмен çын сахал. 71 çулта вăл. Кире пуканĕнчен халĕ те уйрăлманскер, çамрăклăхра ку енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне те пурнăçланă. Паян округри турнирсене ирттерме тăтăшах хутшăнать.

Çапах та Петр Николаевичăн чун туртăмĕ велосипедпа çыхăннă. Вăл унсăр Елчĕке мар, ялти лавккасене те çỹремест пулĕ. Хăй вăхăтĕнче, вăл калашле, «юн вĕресе тăнă çулсенче», районти кăна мар, Тутар Республикинче, Ульяновск облаçĕнче ирттернĕ чупусене те хутшăннă. Чылай чухне çитес çула велосипед çине ларсах кĕскетнĕ. Çитĕнỹсем те пулнах.

Çавна май Аслă Елчĕкри пĕлĕшĕм каласа пани аса килчĕ. Пĕр çулхине Петр Петрушкин Шупашкарта велосипедистсен чемпионачĕ иртессине пĕлсен унта автобуспа ларса вĕçтерет. Стартра вун-вун спортсмен. Пурте чаплă тумпа, велосипечĕсем тата! Унăн кăна «ахальли». Анчах ял ачи аптăрса тăман: мĕн пулать те мĕн килет! Дистанцире малта пыраканăн урапи çинчех «ларса» пырать вăл — аякка ямасть. Финиш хăйăвне пирĕн ентеш пĕрремĕш сĕртĕнет. Иккĕмĕш вырăна юлнă СССР спорт мастерĕ вара дипломпа медальне илме те тухман.

Икĕ урапаллă «урхамахне» сывă пурнăç йĕркин хастарĕ паян та пăрахмасть. Инçе çула тинех пĕччен тухмасть вăл. Кăçал кăна çамрăк юлташĕсемпе — Алексей Лазарев уйрăм предпринимательпе тата Виктор Беляев стоматологпа канмалли кунсенче Улатăра, Тутарстанри Пăва хулипе Апас ялне çаврăнса килнĕ.

Иртнĕ кунсенче йĕркеленĕ велочупу 170 çухрăмпа танлашнă. Петр Николаевичпа Алексей Олегович ăна Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне халалланă. Тулли маршрут çакăн пек: Шупашкар — Çĕнĕ Шупашкар — Шуршăл — Çĕрпỹ округĕ — Вăрмар — Тăвай — Чăваш Чутей — Тутарстанри Кайпăç районĕнчи Ходисон ялĕ — Вырăс Тăрăмĕ — Чăваш Тăрăмĕ — Елчĕк. Велосипед тусĕсем чылай чарăнури ялсенчи палăксем умĕнче пуçĕсене тайнă, чечексем хунă, паллă вырăнсен умĕнче сăн ỹкерттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code