Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре — вăй

Пĕрлĕхре — вăй

Сентябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — Халăх бюджечĕ» проекчĕсемшĕн «Чăваш Ен. Онлайн» платформăра сасăлав пуçланнă.

Пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн Чăваш Енре иртнĕ çулсенчен тытăнсах ял-хула çыннисем пурăнакан вырăнĕсене хăтлăлатассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем вăя кĕреççĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе çынсен шухăш-сĕнĕвĕсене ыйтса пĕлессине те малти вырăна хураççĕ. Çаксене шута илсе кăçалхи проектсен темисене те анлăлатнă. Тĕрлĕ номинацисемпе йĕркелекен мероприятисем, чăннипех, халăхшăн кирлĕ те усăллă объектсене хута яма е вĕсене юсаса çĕнетме, территорисене хăтлăх кỹме пулăшмалла.

Елчĕк муниципалитет округĕнче пурăнакансем «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн 52 проект хатĕрленĕ. Программăна хутшăнакан проектсен хакĕ 117 миллион тенкĕпе танлашать. Округ центрĕнче — Елчĕк ялĕнче халăх пуçарăвĕпе хатĕрленĕ проектсене уйрăммăн палăртас пулсан, вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: А.Игнатьев ячĕпе хисепленекен урамри Таябинка юханшывĕ çывăхĕнчи çырана эрозирен хỹтĕлес тĕлĕшри мероприятисене пурнăçласси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă палăк умĕнче ĕмĕрлĕх çунакан çулăм вырнаçтарасси тата вĕсен умĕсене тирпейлесе хăтлăлатасси, Октябрь тата Мир урамĕсенче хушма контейнер площадкисем тăвасси.

Онлайн сасăлав сентябрĕн 26-мĕшĕнче вĕçленет.

Хальхи вăхăтри «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн инфратытăма инвестици хывни малашнехи пурнăçа лайăхлатма май парĕ.

Сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх 2026 çулта ĕçе кĕмелли проектсен списокне октябрĕн 27-мĕшĕнче палăртаççĕ. Пуçару ушкăнĕн çывăх çынсемпе кỹршĕ-аршăна, пĕлĕшсене сасăлава ытларах явăçтарас тĕлĕшпе тăрăшма кирли куç кĕрет. Мĕншĕн тесен проект пурнăçа кĕрессин шанăçлăхĕ сасăлав кăтартăвĕнчен нумай килет. Малашне Елчĕк тăрăхĕ тата илемленсе улшăннине курас тесен онлайн сасăлава хастаррăн хутшăнар!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code