Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вăрçă ачисене» – пулăшу

«Вăрçă ачисене» – пулăшу

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа социаллă пулăшăвăн çĕнĕ мелĕ вăя кĕчĕ. Вăл – «Вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕсене саплаштарасси. Çак категорие 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче çуралнă граждансем кĕреççĕ.

Патшалăх малашне «Вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕн тăкакĕсене 25 процент таран саплаштарать. Социаллă тÿлеве илме граждансем хăйсем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне е нумай функциллĕ центрсенче утă уйăхĕнчен пуçласа заявлени çырмалла. Хăвăрпа пĕрле: паспорт, СНИЛС, «Вăрçă ачи» удостоверени копийĕсене, ял тăрăхĕнчен илнĕ справка /хуçалăх кĕнекинчен/, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлекен лицевой счет номерĕсем. Тÿлеве кварталта пĕр хутчен параççĕ.

Енчен те граждансен темиçе сăлтавпа çăмăллăхпа усă курмалли ирĕк пулсассăн /тĕслĕхрен, пĕр çын «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ĕçченĕ» е «Инвалид» пулма пултарать/ – вĕсенчен пĕрне суйласа илмелле. Енчен те «Вăрçă ачи» статуслă çын хăйĕн валли малтан усă курнă çăмăллăхах сыхласа хăварать пулсан, унăн ниçта та кайса çÿремелле мар.

Елчĕк районĕнче паянхи куна 1443 ветеран «Вăрçă ачин» удостоверенине илнĕ. Вĕсенчен 42-шĕ «Вăрçă ачи» хушма çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ.

Ыйтусем пулсан халăха социаллă хÿтлĕх паракан пая 2-50-11 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code